Çÿп-çап куписене пĕтермелле

Категория: Главные новости Опубликовано: 19.10.2018, 17:01 Просмотров: 342

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре те йăлари хытă каяша турттарса тирпейлессипе çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме тытăнчĕç. Çак ĕçе «Экоцентр» МВК» пĕрлешÿ пурнăçлать.

Чăваш Ен Строительство министерстви çакна аса илтерет: ял-хула территорийĕнчи çÿп-çап куписене пĕтересси тата территорие йĕркеллĕ санитари условийĕсенче тытса тăрасси йăлари хытă каяша турттарса тухса тирпейлес йĕркен уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Çÿп-çап купи, çитменнине тата çурт-йĕр çывăхĕнче е вăрман уçланкинче выртаканскер, ял-хула сăнне илемсĕрлетет кăна мар, пирĕн сывлăх, экологи çине япăх витĕм кÿрет. Çак пулăмпа республика çыннисен пурин те кĕрешмелле. Паллах, килтен тухакан каяша та ятарласа уйăрнă вырăнсемпе контейнерсене кăна хумалла.

Акă Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Белов çынсен ял тăрăхĕн территорийĕнчи çулсем çинче вырнаçнă чарăнусем патне каяш миххисене тухса пăрахас йăла пуррине палăртса калать. Ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем республика çулĕ çинчи чарăну патне каяш миххисене машинăпа турттарса тухса пăрахаççĕ. Чарăну патĕнчи михĕсене полигона илсе тухма вара Чуманкасси ял тăрăхĕн бюджетĕнчи укçа-тенкĕ каять, тепĕр майлă каласан, унта пурăнакансен укçи-тенки. Чуманкассисем, сăмахран, Турай ял тăрăхне каяш миххисене кайса пăрахмаççĕ вĕт-ха. Çынсен культура шайĕ те пулмалла.

Çул хĕррисенчи михĕсем куç умĕнчех, анчах та вăрмансем, улăхсем таврашĕсене те çÿп-çап пăрахакансем пур. Çавăнпа кашни ял тăрăхĕнчех çÿп-çап куписене пĕтерессипе анлă ĕç пуçарнă. Ку ĕç - кашни çын яваплăхĕ те, тивĕçĕ те.

Санкцилемен çÿп-çап куписене хăвăртрах пĕтерес тесе Чăваш Ен Строительство министерстви хĕрÿ лини уçнă. Çÿп-çап куписем пурри пирки пĕлтерÿсене ĕç вăхăтĕнче çак телефонпа йышăнаççĕ: 8(8352)64-22-17. Çавăн пекех ял тăрăхĕсен администрацийĕсене те шăнкравласа пĕлтерме юрать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4