Октябрĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Мускав районĕнчи Атăл хĕрри массăллă спорт тренировкин лапамĕ пулса тăнă. Кунта çав кун ирлесе Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисем пухăннă. Пĕрлехи тренировка ирттерсе вĕсем сывă пурнăç йĕрки кулленхи пурнăç норми пулса тăма кирлине хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартса панă.
Тренировкăна Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав ТИМОФЕЕВ та хутшăннă. Акă мĕн каласа панă вăл район хаçачĕн сотрудникне В. ШАПОШНИКОВА республика тĕп хулинчен таврăннă хыççăн:
- Влаç органĕсен тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ асăннă мероприяти пурне те питĕ кăмăла кайрĕ. Спорт тĕл пулăвне хутшăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Республика ертÿçи хăйĕн ĕç кунне шăпах ĕнтĕ ирхи трненировкăран тытăннине лайăх пĕлетĕп. Иркÿлĕм куллен кунта курма пулать ăна.
Михаил Васильевич коллегăсене сывă пурнăç йĕркине пропагандăлама хутшăнма кăмăл тунăшăн тав сăмахĕ каларĕ, кун пек тренировкăсене ирттерессине йăлана кĕртни сывлăха сыхлама кăна мар, кулленхи ĕç тухăçлăхне те ÿстерме пулăшассине каларĕ.
Районсемпе хуласен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем çав кун республика тĕп хулине Чăваш Ен Пуçлăхĕ ирттерекен ĕç канашлăвне тата республика Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессине хутшăнма пухăннăччĕ. Пĕрле пухăнса Атăл хĕрринче тренировка ирттернĕ май ку территорие юлашки вăхăтра епле тирпейлесе хăт кĕртнипе те паллашма пултартăмăр. Массăллă тренировка вăхăтĕнче велосипедпа тата роллер йĕлтĕрпе ярăнакансем те, çуран чупакансем те, скандинави мелĕпе утакансем те пулчĕç. Эпĕ вара çуран чупса тренировкăна хутшăнтăм.
Сăмах май, кун пек спорт тренировкисене хамăр районта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттерсе пăхсан та ытлашши пулмĕ тесе шухăшлатăп.
Сентябрь 2026 |
