Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ пирĕн районта, пĕтĕм республикăри пекех, октябрĕн 17-мĕшĕнче иртрĕ. Ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса информаци кунĕн темисен шутне кĕртнĕ ыйтусемпе калаçусем йĕркелеме, çынсене канăç паман ыйтусене хуравлама района республика тĕп хулинчен Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Республика представителĕсем тата район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем ертсе пыракан ушкăнсем çав кун кашни ял тăрăхнех çитрĕç. Тĕл пулусенче республикăра тата районта çул-йĕр ĕçĕсене туса ирттересси, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта пушар тухасран асăрханасси, грипран асăрханассипе вакцинаци кампанине ирттересси пирки сăмах пычĕ.
Информаци ушкăнĕн ертÿçи Вениамин Петров çав кун район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа Катькас ял тăрăхне çитсе курчĕ, тĕл пулусене «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче, А.В. Терентьев предпринимателĕн каминсем тăвакан цехĕнче вăй хуракансемпе йĕркелерĕ. Тĕл пулусене Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Лебедев та хутшăнчĕ.
Ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май, Вениамин Иванович информаци кунĕн темисене анлăн уçса пачĕ. Пăхса тухма кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем пурте кашнин кулленхи пурнăçĕпе çыхăнни пирки каларĕ. Акă республика федерацин «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» программине хутшăннă май, республикăра çулсене юсассипе иртнĕ çул та, кăçал та питех те калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме май килнĕ. Çав тĕллевпе уйăракан укçа-тенкĕ сумми 2018 çулта 5 млрд тенкĕ урлă каçнă. Пĕлтĕр те унран кая мар пулнă. Çак ырă улшăнусене пирĕн районта пурăнакансем те курма-туйма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен, Шупашкар агломерацине кĕнĕ май, асăннă программăпа пирĕн районта та япăхса кайнă çулсене иккĕмĕш çул ĕнтĕ юсаççĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассин программине 2014 çулта йышăннă. Ăна 2043 çулчченхи тапхăр валли пăхса хунă. Пĕтĕмпе нумай хваттрерлĕ 5110 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсене туса ирттермелле пулать. Ку ĕçсене кăçал 321 çуртра туса ирттерме май килнĕ.
Вениамин Иванович район çыннисемпе тĕл пулнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕ пирки сăмах пуçарманни пулманах пуль. Ку хутĕнче те тĕл пулусенче пушар тухасран асăрханмалли, шыв çинче тимлĕ пулмалли, пурлăха страхламалли, çуран çÿрекенсен тата автомашина рулĕ умне ларакансен çул çинче тимлĕхе çухатмалла марри пирки анлă калаçу йĕркелерĕ. Сăлтавĕ те çук мар. Çакă пĕтĕмпех çынсен пурнăçĕпе çыхăннă вĕт-ха. Кăçал республикăра 697 пушар алхаснă, 53 çын пурнăçĕ татăлнă. Пушарсен шучĕ иртнĕ çулхи шайран ÿсни палăрать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çулсем тăвас, кивелнисене юсас, нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерес, пушарсенчен асăрханас енĕпе лару-тăру районта мĕнле шайра пулни пирки каласа пачĕ. Çулсене юсассине илес пулсан, ку енĕпе район федераци тата республика шайĕнчи пур программăнсене те анлăн хутшăнать. Çавна май ĕçсем те курăмлă. Мĕншĕн тесен район бюджетĕнче пăхса хăварнă çул-йĕр фончĕ шучĕпе çĕнĕрен çулсем тума тата юсама майсем çитмеççĕ. Ку укçа-тенкĕн ытларах пайĕ çулсене тытса тăма расхутланать.
Ростислав Николаевич ялсенче вак чул сарнă çул тăвассипе пуçарулăх бюджечĕн мелĕ хальхи вăхăтра çынсемшĕн юрăхлă пулнине палăртрĕ. Çапла майпа кăçал районти 14 ял урамĕнчи çула йĕркене кĕртме май килнĕ пулсан, çитес çул кун пеккисем ытларах та пулассине шанни пирки пĕлтерчĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсене туса ирттерессипе кăçалхи плана пурнăçланă ĕнтĕ. Юсав ĕçĕсем туса ирттерме çитес çул валли 4 çурт пăхса хунă.
Çитес вăхăтрах пурнăçа кĕме тытăнакан çĕнĕлĕх - коммуналлă хытă каяша тиесе ăсатнăшăн ял çыннисен те тÿлеме тытăнасси пирки те сăмах пулчĕ. Хальлĕхе пур çĕрте ятарлă контейнерсене вырнаçтарса çитереймен. Çавăнпа та, Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх, ял çыннисен малтанласа каяша михĕсене тултарса палăртнă вырăна илсе тухассине йĕркелесен тĕрĕсрех пулать.
Çитес çулхи январь уйăхĕн варринчен телевизорсем аналог телевиденийĕн передачисене йышăнма пăрахаççĕ. Пĕтĕм çĕршыв шайĕпех дециметр хумсемпе сарăлакан цифра эфир телевиденйĕ çине куçаççĕ. Анчах та эфир телевиденийĕн передачисене йышăнма пултарайман ялсем те пур иккен. Пирĕн район территорийĕнче кун пеккисем 8 ял. Катькас ял тăрăхĕнчи Çеçмер ялĕнче пурăнакансене те çак шăпа кĕтет. Ростислав Тимофеев кун пеккисене телевиденин «Триколор», «НТВ +» передачисене пăхма çăмăллатнă майсем туса парасси пирки каларĕ.
Информаци кунĕнчи тĕл пулусем ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕç. Çынсем хăйсене интереслентерекен ытти ыйту çине те тулли хурав илме пултарчĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.
Сентябрь 2026 |
