«Красноармейски район энциклопедийĕ» пичетленчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 09.10.2018, 11:08 Просмотров: 199

Тăван ене тĕпчес, ун пирки кĕнекесем çырса хатĕрлес туртăм XXI ĕмĕрте уйрăмах анлă сарăлчĕ. Паллă вырăс ăсчахĕ М.В. Ломоносов: «Хăйĕн иртнĕ кун-çулне пĕлмен халăхăн малашлăхĕ çук», – тенине асра тытнипе те çыхăннă пулĕ çакă. Чăваш Республикинче хăйсен энциклопедийĕ пуррипе хальхи вăхăтра чылай район мăнаçланма пултарать. Акă вĕсен йышне Красноармейски районĕ те хушăнчĕ.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пысăк калăпăшлă кĕнеке – «Красноармейски район энциклопедийĕ» вырăсла пичетленсе тухрĕ. Ăна Л.А. Ефимов, В.М. Михайлов, И.А. Прокопьев, В.З. Константинов, М.П. Прохоров пухса хатĕрленĕ, наука редакторĕ – Л.Я. Ефимов истори ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор. Кĕнеке 1500 экземпляр тиражпа кун çути курнă.

            «Красноармейски район энциклопедийĕ» район историйĕпе, культурипе, пурнăçĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе, унăн паллă çыннисемпе паллаштаракан универсаллă справочник пулса тăрать. Кăларăма 2300 статья кĕнĕ, вĕсенчен 1360-шĕ – биографи, 900-шĕ – тематика статйисем, 900 яхăн сăн ÿкерчĕк, карттăсем вырăн тупнă. Вĕсене хронологи тата тематика принципне тĕпе хурса вырнаçтарнă. Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ паллă çынсем – ăсчахсем, çыравçăсем, журналистсем, вĕрентекенсем, çар çыннисем... – çинчен калакан статьясем те кĕнекере паха материал пулса тăчĕç.

Кăларăм ÿкерчĕксемпе пуян, вăл тăван ен историйĕпе тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленекеншĕн уйрăмах кирлĕ те паха кĕнеке пулĕ.

 

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4