Раççейре октябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен помышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тăваççĕ. Ăна РФ Президенчĕн 1999 çулхи указĕпе вăя кĕртнĕ. Кăçал вăл октябрĕн 14-мĕшне килет.
Çак кун çĕр çинче кану мĕнне пĕлмесĕр тимлекен, пирĕн сĕтел çине тĕрлĕ апат-çимĕç лартакан ял ĕçченĕсене чыслаççĕ. Районта çак кун ячĕпе Тыр-пул уявне ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал вăл октябрĕн 12-мĕшĕнче Муркашра иртет.
Яланхи пекех уяв программи пуян та тĕрлĕ енлĕ. 9 сехетре райадминистраци çурчĕ умĕнчи лаптăкра «Кĕр парнисем» выставка-ярмарккă ĕçлеме пуçлать. Кунта уява килнисем ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем туса илнĕ продукципе паллашма пултараççĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем вара пулас инвесторсене явăçтарма хăйсен илĕртÿллĕ сĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç.
Ял хуçалăх продукцине туянас текенсене те уявра хапăл тăваççĕ. Вĕсем районти çĕр ĕçченĕсем туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса тĕрлĕ апат-çимĕç туянма пултарĕç.Вăл шутра аш-пăшĕпе сĕт-турăхĕ те, купăстипе çĕр улми те, пылĕпе карасĕ те пулĕç.
Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсен ĕçченĕсем те уява килнисем валли тутлă кучченеçсем хатĕрлеççĕ.
Шкул ачисем те аслисенчен юлмаççĕ, ĕç чĕрĕкне пĕтĕмлетеççĕ. Вĕсем ĕç пĕрлешĕвĕсен слетне ирттереççĕ. Ача-пăча пултарулăх куравĕ те, ача-пăча коллективĕсен концерчĕ те уява илем кÿрĕç.
Уява 11 сехетре «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи сцена çинче район ертÿçисем уçаççĕ. Ĕçре палăрнă, пысăк çитĕнÿсем тунă çĕр ĕçченĕсене тав сăмахĕ каласа Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чыслаççĕ. Уявра хăнасем те сăмах илĕç.
Уявра кунĕпех çĕр ĕçченĕ ячĕпе юрă-кĕвĕ янăрĕ. Хастаррисем тĕрлĕ спорт вăййисенче ăмăртĕç.
Кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă ял çынни чăннипех те пысăк хисепе тата тав сăмахне тивĕç. Апла çак кун унăн ячĕпе мухтаса калани те, юрă-кĕвĕ те янăратăр!
Тыр-пул уявне пурне те чĕнеççĕ.
Йĕркелÿ комитечĕ.
Сентябрь 2026 |
