ВАТТИСЕНЕ СУМА СУСА

Категория: Главные новости Опубликовано: 01.10.2018, 11:03 Просмотров: 530

                          

 

Октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунне паллă турăмăр. Сентябрĕн 28-мĕшĕнче ăна халалласа Орининти Культура çуртне ку тăрăхри 14 ялти ватăсем кăçал та самаях йышлăн пухăнчĕç.Унта вĕсем уяври пекех савăк кăмăлпа хутшăнаççĕ.Çавăн пек пултăр тесе Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи В.И.Вязов, ял тăрăхĕн администрацийĕ,культура ĕçченĕсем тăрăшни куçкĕрет.Катари ялсенчен ватăсене автотранспортпа илсе килеççĕ тата леçеççĕ.

   Уява асăннă ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Валерий Вязов уçрĕ, Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламласа пурне те çирĕп сывлăх,вăрăм кун-çул,ăнăçу сунчĕ.

Ваттисен кунĕ ячĕпе саламлама чылаййăн хутшăнчĕç: район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.А.Миронов, вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ю. Пушкова, депутатсен Муркаш район Пухăвĕн депутачĕсем В.А.Калининпа А. Г. Прокопьев, «Оринино» хуçалăх ертÿçи Ю.Н.Шишокин ĕç ветеранĕсене тав туса тулли кăмăлпа саламларĕç.

   - Паян çак залра ларакансенчен ытларахăшĕ «Оринино» хуçалăхра тĕрлĕрен çулсенче вăй-хала шелемесĕр тăрăшса, кайран тивĕçлĕ канăва тухнисем. Вĕсен ретĕнче уй-хирте ырми-канми вăй хунисем те, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх фермисенче чылай çулсем ывăнма пĕлми ĕçленĕсерсем те. Эсир пуррипе савăнас, мăнаçлăланас килет. Хаклă ветерансем!Сире пурне те Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх,вăрăм ĕмĕр, ăнăçу сунатăп,-терĕ Юрий Николаевич.
Ветерансен канашĕ çакăн пек меропрятисенче районти яваплă ĕçтешсемпе (работниксемпе) тĕл пулассине йĕркелет. Халĕ те савăнăçлă пухăва хутшăннă май районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.А.Аникина, районти Раççей Пенси Фончĕн ертÿçи И.А.Гришина, Росреестр службин Чăваш Республинчи Управленийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.В.Петрова çĕршыв правительстви пенси тытмĕнче улшăнусем кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе тата ытти ыйтусемпе паллаштарчĕç,интересленекен ыйтусем çине хуравларĕç,Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламласа пурне те ырлăх-сывлăх,вăрăм кун-çул сунчĕç.

   Уява килнисене кунти Çветуй Троица чиркĕвĕнче уçнă вырсарни шкулне çÿрекен ачасем (ертсе пыраканĕ Н.Иванова) Аслă Турă тата Амăшне халалласа илемлĕ юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕç.Пĕчĕккисен пултарулăхĕ пурне те савăнтарчĕ.

Çавăн пекех Мулкачкасси клубĕ çумĕнчи «Пучах» тата Атапайри Культура çурчĕ çумĕнчи «Сурпан» фольклор ушкăнĕсем (ертÿçисем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем Н.Кондукторова тата Р.Петров) юрă-кĕвĕпе уява нумайччен илем кÿчĕç.

   Аслă ăрурисен ĕçĕ-хĕлĕ çамрăксемшĕн - нимĕнпе хаклами ырă тĕслĕх.Çак уявра 70,80 тата 90 çул тултарнисене,ял тăрăхĕнчи культурăпа обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакансене парнесемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

   Пĕр çемье çавăрнăранпа 35 çул тултарнă ятпа Лантăш ялĕнчи Владимир Германовичпа Елена Флегентовна Никитинсене ăшшăн саламласа «За любовь и верность» медальпе наградăларĕç.

Сентимĕрти Вера Афанасьевнăпа Николай Иванович Музыковсене Ылтăн туй ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем сахал мар пулчĕç. Арăмĕпе упăшки çичĕ ача çуратса тата иккĕшне усрава илсе пурне те тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çак мăшăр «Оринино» хуçалăхра хастар ĕçпе палăрнă.
Çеменкассинчи Тамара Сергеевнапа Феликс Порфирьевич Шараповсем пĕрлешсе пĕр çемье çавăрса 50 çул пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса,килĕштерсе мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ.Ял-йышра сумлă.Çавна май вĕсене те ăшшăн саламларĕç. Тамара Сергеевна кун-çулне строитель ĕçĕпе çыхăнтарнă, тăрăшулăхĕпе «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.Феликс Порфирьевич Муркашри «Сельхозтехника» предприятийĕнче тата ытти организацисенче шанса панă ĕçсенче тÿр кăмăлпа вăй хунă.

   Юбилярсем ячĕпе юрă хыççăн юрă саламĕ янăрарĕ.Туслă çемьесен мăшăрĕсем хаклă парнесене те тивĕçрĕç.

     Аслă ăрурисен кунне халалланă концерт кашнинех килĕшрĕ.Çакăн пек пĕрле пухăнса вăхăта савăнăçлă та интереслĕ ирттерессишĕн Орининти Культура çурчĕн ертÿçи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Венера Васильева сахал мар вăй хунă.Унăн ĕçĕпе те кăмăллă пулчĕç ял çыннисем.Çакăн пек тĕлпулусене ытти уявсенче те малашне татах ирттерме килĕшрĕç вĕсем.

   Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ю.Пушкова ваттисен ĕçне-хĕлне йĕркелесе ертсе пырас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнăшăн ветерансен канашĕн ертÿçине В.И. Вязова Тав çырăвĕпе чысласа малашне те çак ĕçре ăнăçу,çирĕп сывлăх.телейлĕ кун-çул сунчĕ.

Эпир,тивĕçлĕ канăва тухнисем,чăннипех те çакăн пек пултаруллă ертÿçĕ В.И.Вязов хăйне шанса панă тилхепене йĕркеллĕ тытса пыма пултарнишĕн савăнатпăр тата тав тăватпăр. Çакăн пек пĕрле пухăнса пĕр-пĕрин ĕмĕт - шухăшĕпе паллашни малашлăха хавхалантарать,чуна уçать,кăмăла çĕклет.
Ăна тата пур ватăсене те ырлăх-сывлăх,иксĕлми вăй-хавал,вăрăм ĕмĕр,мирлĕ тÿпе, ăнăçу сунатăп!

                     А.ШАРИКОВ,Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ.

Тереç ялĕ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4