Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева ертсе пыракан черетлĕ ушкăн Муркаш ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Андрей Мясниковпа хăш-пĕр ыйтăва сÿтсе явнă хыççăн «Росгосстрах» ПАО СК Чăваш Республикинчи страхлакан пайăн Муркашри филиалĕн коллективĕпе тĕл пулу ирттерчĕ.
Чи малтанах асăннă филиал ертÿçи Валерий Вязов ĕç ушкăнне пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕ. Валерий Иванович каланă тăрăх, коллективăн ĕç кăтартăвĕ республика шайĕнче те лайăххисен шутĕнче, тăрăшулăхпа ĕçлес кăмăл пысăк.
Страхлакан агентсен йышĕ 41 çынран тăрать, унсăр пуçне специалистсем пур. Пĕтĕмĕшле илсен ĕç коллективĕнче пенсие тухма хатĕрленекен тата пенси çулĕнчи çынсем тимлеççĕ, çавăн пекех çамрăкраххисем те тăрăшаççĕ. Çавăнпа та информаци кунне кĕртнĕ ыйту - пенси системине кĕртме палăртакан улшăнусем пирки Раççей Президенчĕ В. Путин хăйĕн шухăшĕсене палăртни - вĕсемшĕн кăсăклă пулчĕ.
Çак ыйтупа Роза Алексеевна тĕплĕн паллаштарчĕ. Çитес вăхăтра пенси системине кĕртме палăртнă тĕп улшăну çынсем пенси çине тухас çула ÿстерессипе çыхăннă. Правительство сĕннипе пенсие тухас çула тапхăрăн-тапхăрăн ÿстернипе арçынсем 65 çулта, хĕрарăмсем 63 çулта тухма йышăннăччĕ. Çĕршыв ертÿçи ку тĕлĕшпе хăйĕн шухăшне палăртрĕ, çапла вара хĕрармăсем пенсие тухас çулне 60 çула çитерме сĕнчĕ.
Патшалăх шайĕнче йышлă ачаллă çемьесене тимлĕх уйăрнă май, нумай ачаллă амăшĕсене пенсие срокран маларах тухма май туса пама сĕнчĕ. Ку категорие 3 тата 4 ачаллисем те кĕреççĕ.
Маларахри с.н\пе çитес икĕ çулта пенсие тухмалла пулнисем валли те 6 уйăх маларах пенсие тухмалла тăвасшăн. Çĕршыв пуçлăхĕ пенси çулне тухма çитсе пыракан çынсен ĕç рынокĕнчи интересĕсене хÿтĕлĕме, ку енĕпе хушма гарантисем пăхса хуни вырăнлă пулнине палăртать.
Çĕршыв ертÿçи сĕннĕ тăрăх, ĕçлекенсен уйрăм категорийĕсем валли пенсие маларах тухмалли майсем сыхланса юлмалла. Çавăн пекех пысăк ĕç стажĕ пухнисем пенси çулне çитмесĕрех пенси çине тухма пултараççĕ. Хĕрарăмсен вăл 37 çулпа, арçынсен 42 çулпа танлашмалла.
Çынсем срокран маларах тухма май пур мелсемпе, ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ çынсен çăмăллăхĕсем пуррипе тата ытти ыйтупа кăсăкланчĕç.
Черетлĕ ыйтупа - йăлари хытă каяша турттарса тухассипе - вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, малашне пирĕн республикăра йăлари хытă каяша турттарса тухассипе тата ăна тирпейлессипе çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме тытăнĕç. Ку енĕпе регион операторне палăртнă. Вăл - МВК «Экоцентр» организаци. Асăннă организаципе килĕшÿ тумалла тата вĕсем пурнăçланă ĕçшĕн уйăхсерен тÿлемелле пулĕ. Тÿлев пропискăра миçе çын тăнинчен килет. Регион операторĕ нумай хваттерлĕ çуртрисемпе танах ялти çынсемпе те пĕр шайра ĕçлĕ.
Асăннă çĕнĕлĕх пирки те çынсен тĕрлĕ ыйту çуралчĕ. Йăлари хытă каяша йăлтах хуçалăхра çунтаратăп тени кунта вырăнлă пулма пултараймасть.
Р. Илларионова.
Сентябрь 2026 |
