Сасăлама мĕнпур майсем туса панă

Категория: Главные новости Опубликовано: 09.09.2018, 11:07 Просмотров: 287

Паян Муркаш районĕнче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене депутатсем суйлассипе хушма суйлав иртет.

Депутатсен Муркаш район Пухăвне 2 депутат Турай тата Отарккă округĕсемпе суйлаççĕ.

Уйрăм ял тăрăхĕсен депутатсен Пухăвĕсене те депутатсем суйлаççĕ. Ял çыннисем паян Муркаш, Москакасси, Çатракасси, Турай, Шетмĕпуç, Йÿçкасси ял тăрăхĕсен депутатсен Пухăвĕсене депутатсем суйлассишĕн сасăлаççĕ.

Вунпĕр суйлав участокĕ суйлавçĕсене 8 сехетрен йышăнать. Муркашри территори суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, суйлавçăсен списокне 3205 суйлавçăна кĕртнĕ.

Суйлавçăсене сасăлама мĕнпур условисем туса панă. Эсир те сасăламасăр ан юлăр! Суйлав участокĕсем паян 20 сехетре хупăнаççĕ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4