Августăн 22-мĕшĕ - РФ патшалăх ялавĕн кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 22.08.2018, 10:27 Просмотров: 341

 

 

Тасалăха, шанчăклăха, хăюлăха палăртать

РФ Президенчĕ 1994 çулхи августăн 20-мĕшĕнче 1714-мĕш номерлĕ «Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ çинчен» Указа алă пуснă. Çавăнтанпа августăн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне паллă тăваççĕ.

1991 çулхи августăн 22-мĕшĕнче Мускавра Шурă çурт çийĕнче виçĕ тĕсран тăракан Раççей Патшалăх ялавне официаллă майпа пĕрремĕш хут çĕкленĕ. Ун чухне вăл хĕрлĕ пусма çийĕнчи çурлапа мăлатукран тăракан патшалăх сивмволне улăштарнă. Çав кун РСФСР Аслă Канашĕн чрезвычайлă сессийĕнче шурă, кăвак тата хĕрлĕ тĕссенчен тăракан ялава Раççей Федерацийĕн патшалăх символики тесе ятарлă саккунпа çирĕплетиччен Раççей официаллă наци ялавĕ тесе йышăннă.

Çапла вара Раççей Патшалăх ялавне 1991 çултанпа малтанхи виçĕ тĕсех илем кÿрет: шурă - кăвак - хĕрлĕ. Кашни тĕсĕн - хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Шурă тĕс - тасалăх, кăвак - шанчăклăх, хĕрлĕ - хăюлăх паллисем. Урăхларах ăнлантарни те пур. Шурă тĕс - ирĕклĕх, кăвак - Турă Амăшĕн (вăл авалтанпах Раççее хÿтĕлекен шутланать) палли, хĕрлĕ - патшалăх палли.

Ялав историйĕ интереслĕ. Шурă - кăвак - хĕрлĕ ялава пĕрремĕш хут Алексей Михайлович патшара ларнă чухне вырăссен пĕрремĕш «Орел» çар карапĕ çинче çĕкленĕ. Карапа Голланди инженерĕ Давид Бутлер 1668 çулта тунă пулнă. «Орел» çĕнĕ ялавпа нумаях ишеймен: Атăл тăрăх Аçтăрхана ишсе çитсен ăна Степан Разин пăлхавçисем çунтарса янă.

Çапах та патшалăх статусне ялав пĕрремĕш Петĕр патшара пулнă чухне кăна илнĕ. 1705 çулхи январьте патша хушу кăларнă: Раççей империйĕн суту-илÿ карапĕсем пурте шурă - кăвак - хĕрлĕ тĕслĕ я

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4