ЯНĂРА, ЮРРĂМ, ЯНĂРА !

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.08.2018, 11:29 Просмотров: 274

                              

     Иртнĕ шăматкун, августăн 18-мĕшĕнче, çак девизпа иртрĕ Мулкаччкасси ял уявĕ. Ăна вара ялти клуб ĕçлеме пуçланăранпа 80 çул тултарнине халалланă. Çав ятпа курав та йĕркеленĕ. Клуб ĕçне-хĕлне паллаштаракан сăнÿкерчĕксемпе стендсем вырнаçтарнă. Уява килнисем вĕсемпе интересленсе паллашрĕç, пысăк хак пачĕç.
   Ял уявне кĕске сăмах каласа Оринин ял тăрăхĕн депутачĕ В.Г. Иванов уçрĕ. Вăл, ял çыннисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май, ял сăн-сăпатне тирпей-илем кĕртессипе малашнехи тĕллевсене асăнчĕ. Ку тĕлĕшпе малашне те пурте пĕрле кар! тăрса ĕçлесен кирек епле йывăр ĕçсене те пурнăçлама пултарнине палăртрĕ, пурнете уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ.

   Асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентина Юрьевна Пушкова ялти обществăлла вырăна хăт кĕртес тĕлĕшпе кая хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ, вĕсенче ял халăхне хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. Уяв ячĕпе саламласа ялти çамрăк спортсменсене футбол мечĕкĕ парнелерĕ.

   Çапла, кунти клуба уçнăранпа сакăр вунă çул тултарчĕ. Унăн ĕçĕ ял халăхĕшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем вырăнти юрă-кĕвĕ тата ташă ăстисене ял çыннисене малашне те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарама ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç.
   Уява килнисене чи малтанах ялти клуб çумĕнчи «Стиляги» ташă ушкăнĕ илемлĕ ташăпа савăнтарчĕ, хыççăн «Пучах» фольклор ушкăнĕ вара тĕрлĕрен юрă-кĕвĕ парнелерĕ.
   Ял уявĕпе саламлама Шурчари Культура çурчĕ çумĕнчи «Шурча» эстрада ушкăнĕ те анлă та пуян программăллă концертпа хутшăнчĕ.Шурчасем юрлама питех те ăста, чăн-чăн артистсемех темелле, пĕрне мухтаса теприне хурлама çук. Кашни юрăçах ăшшăн кĕтсе илчĕç.Пиччĕшĕпе шăллĕ Вячеславпа Алик Димтриевсем, пĕр мăшăр Наташапа Петр Борзаевсем тата Василий Якоб шăрантарнă юрăсем илемĕпе тыткăларĕç, чуна уçрĕç.Курма килнисем парăмра юлас мар тесе артистсене ытарайми юрă-кĕвĕшĕн кашни хутĕнчех хыттăн алă çупса тав турĕç.

Уявра ĕç ветеранĕсене, юбилярсене илемлĕ юрăпа саламларĕç. Сăмахран, çак ялти Валентина Александровна Родионова «Восток» хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх ферминче дояркăра чылай çулсем тăрăшрĕ. Кашни ĕне пуçне сĕт нумайрах суса илессипе хастарлăх кăтартса хуçалхри дояркăсен социализмла ăмăртăвĕнче малтисен ретĕнче пычĕ. Тăрăшуллăхĕпе вăл çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулнă. 90 çулхи ĕç ветеранне «Шурча» эстрада ушкăнĕн юрăçисем Аликпа Вячеслав Димитриевсем «Пурнăç çулĕ аслă çул» юрă парнелерĕç.

   Уяв концертне уйрăм юрăçсем те хутшăнчĕç. Кÿршĕллĕ Лапкас ялĕнчи А. Милосердина акăлчанла тата французла хывнă юрăсемпе тыткăнларĕ, уява илем кÿчĕ.

Ял кунне халалланă уяв тавралăха каçхи сăн хупласан та чарăнмарĕ. Юрă-кĕвĕ чылайччен янăрарĕ.
   Уява килнисене тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн техĕмлĕ апачĕпе - какай шÿрпипе, кукăльпе, пахча-çимĕçрен хатĕрленĕ витаминпа пуян салатпа тата винегретпа, кăпăклă сăрапа сăйларĕç.

Çавăн пекех тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем те иртрĕç. Ачасем вара батут çинчен татăлма пĕлмерĕç, унта выляса киленчĕç.

Мулкачкассисем çак уява кăçалхипе пиллĕкĕмĕш хут паллă турĕç. Çакă ял халăхĕ пĕр тĕлевлĕ те килĕшÿллĕ пулса пысăк ĕç тума пултарнине тÿреммĕнех çирĕплетет. Кашниех уявпа кăмăллă пулчĕç.

- Çак праçнике эпир,ял çыннисем, питех те кĕтнĕ. Клуб заведующийĕ А.А. Налимова ертсе пынипе ăна хатĕрленсе ирттерме хамăр ялсем те активлă хутшнчĕç. Çавăнпах ял уявĕ чаплă иртрĕ. Спонсорсемсĕр те ĕç тухмасть. Пурнете тавах çакăншăн,- çапла тулли кăмăлпа пĕлтерчĕ ĕç ветеранĕ И.М. Толстов, чылай çул хуçалăхри сысна ферминче вăй хунăскер.

Пурте пĕрле вай хунипе темĕн те пĕр пурнăçлама меллĕ: ĕçлеме те, культурăллă канма та. Пĕрлĕхпе килĕшÿ малашне те хăйĕн вăйне ан çухаттăрччĕ.

                                                                                                 Александр ШАРИКОВ,       

      Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ.        

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4