Çĕнĕ цех ĕçлеме тытăнчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.06.2018, 12:22 Просмотров: 563

Республика кунĕ - тăван Чăваш Енĕн тĕп уявĕ. Çĕкленÿллĕ хавас кăмăл-туйăмпа паллă тăваççĕ ăна çуллен республика çыннисем. Çак кунсенче пĕтĕм республика шайĕнче тĕрлĕрен уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Чылайăшĕшĕн вăл манăçми самантсемпе асра юлать.

Пирĕн чăваш халăхĕн ырă йăла пур. Ку вăл - уява уяв парни хатĕрлесси. Кун пек парнене Республика кунĕ тĕлне муркашсем те хатĕрлеме пултарчĕç. Район территорийĕнчи республика тата çĕршыв пĕлтерĕшлĕ предприяти - танк-контейнерсем туса кăларакан «Чебоксарское предприятие «Сеспель» ЗАО июнĕн 23-мĕшĕнче хăйĕн черетлĕ иккĕмĕш производство цехне хута ячĕ. Çав ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хăнасем йышлă хутшăнчĕç. Вĕсене «Сеспель» директорĕ Владимир Бакшаев кĕтсе илчĕ. Хăнсем шутĕнче РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Николай Малов, Леонид Черкесов, Алена Аршинова, Олег Николаев, тĕрлĕрен департаментсемпе ассоциацисен, министерствăсен, ытти регионсенчи «Сеспельпе» çыхăнса ĕçлекен предприятисен   представителĕсем.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пурне те Республика кунĕпе саламларĕ, предприятие малашне те аталанупа ăнăçу сунчĕ, кунта вăй хуракансене тав сăмахĕ каларĕ.

Нумай çул хушши тăрăшса вăй хуракансене Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет парса чысларĕ. Вĕсен шутĕнче директорăн коммерци енĕпе ĕçлекен çумĕ Александр Бакшаев, директорăн производство енĕпе ĕçлекен çумĕ Владимир Блинов, производство пуçлăхĕ Вячеслав Михайлов.

Çĕнĕ производство цехне хута янă ятпа хĕрлĕ хăйăва касса татнă хыççăн Михаил Игнатьев тата хисеплĕ хăнасем предприятин шĕвек, кĕрпе евĕр тата газ продукцине упрамалли тата илсе çÿремелли танк-контейнерсем туса кăларакан çĕнĕ производство цехĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, продукци тĕсĕсемпе интересленсе паллашрĕç.

Ташă ушкăнĕсем пухăннисене илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.

 

В. ШАПОШНИКОВ.

Çĕнĕ цех ĕçлеме тытăнчĕ

Республика кунĕ - тăван Чăваш Енĕн тĕп уявĕ. Çĕкленÿллĕ хавас кăмăл-туйăмпа паллă тăваççĕ ăна çуллен республика çыннисем. Çак кунсенче пĕтĕм республика шайĕнче тĕрлĕрен уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Чылайăшĕшĕн вăл манăçми самантсемпе асра юлать.

Пирĕн чăваш халăхĕн ырă йăла пур. Ку вăл - уява уяв парни хатĕрлесси. Кун пек парнене Республика кунĕ тĕлне муркашсем те хатĕрлеме пултарчĕç. Район территорийĕнчи республика тата çĕршыв пĕлтерĕшлĕ предприяти - танк-контейнерсем туса кăларакан «Чебоксарское предприятие «Сеспель» ЗАО июнĕн 23-мĕшĕнче хăйĕн черетлĕ иккĕмĕш производство цехне хута ячĕ. Çав ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хăнасем йышлă хутшăнчĕç. Вĕсене «Сеспель» директорĕ Владимир Бакшаев кĕтсе илчĕ. Хăнсем шутĕнче РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Николай Малов, Леонид Черкесов, Алена Аршинова, Олег Николаев, тĕрлĕрен департаментсемпе ассоциацисен, министерствăсен, ытти регионсенчи «Сеспельпе» çыхăнса ĕçлекен предприятисен   представителĕсем.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пурне те Республика кунĕпе саламларĕ, предприятие малашне те аталанупа ăнăçу сунчĕ, кунта вăй хуракансене тав сăмахĕ каларĕ.

Нумай çул хушши тăрăшса вăй хуракансене Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет парса чысларĕ. Вĕсен шутĕнче директорăн коммерци енĕпе ĕçлекен çумĕ Александр Бакшаев, директорăн производство енĕпе ĕçлекен çумĕ Владимир Блинов, производство пуçлăхĕ Вячеслав Михайлов.

Çĕнĕ производство цехне хута янă ятпа хĕрлĕ хăйăва касса татнă хыççăн Михаил Игнатьев тата хисеплĕ хăнасем предприятин шĕвек, кĕрпе евĕр тата газ продукцине упрамалли тата илсе çÿремелли танк-контейнерсем туса кăларакан çĕнĕ производство цехĕн ĕçĕĕлĕпе, продукци тĕсĕсемпе интересленсе паллашрĕç.

Ташă ушкăнĕсем пухăннисене илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4