«Акатуй»! «Акатуй»! Савăнма сăлтавĕ пур!

Категория: Главные новости Опубликовано: 13.06.2018, 10:13 Просмотров: 490

 

Чăвашсен мĕн авалтан пыракан ырă йăла-йĕрке сахал мар. Вĕсенчен пĕри - çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ май «Акатуй» уявне пухăнасси, ташласа-юрласа савăнасси, ĕç маттурĕсене чысласси-саламласси, малашлăх тĕллевĕсене палăртасси.

 

Ку ырă йăлана муркашсем те манăçа кăларма шухăшламаççĕ. Çулленех çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн Лантăш вăрманĕн уçланкине районти юрăпа ĕç тата спорт уявне - «Акатуя» пухăнаççĕ. Кăçал уяв мероприятийĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннипе 65-мĕш хут июнĕн 10-мĕшĕнче иртрĕ. Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявĕ вара Республика кунне уявланă май июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тÿремре пулать.

 

(«Акатуй» уявĕн репортажĕпе хаçатăн 4 - 5-мĕш страницисенче паллашма пултаратăр).

 

 

 

Уяв программи пуян

 

Кăçал çурхи - çуллахи çанталăк уяр та ăшă кунсемпе ытлашши иртĕхтерсех каймасть. Иртнĕ вырсарникун та çаплах пулчĕ. Апла пулин те ăмăр çанталăк та, хутран-ситрен пĕрĕхекен çумăр та «Акатуй» уявне пухăннă çынсен кăмăлне пăсма пултараймарĕ. Лантăш вăрманĕн уçланкинче кунĕпех хавас юрă-кĕвĕ шăранчĕ. Пĕрлештернĕ хор, йышлă пултарулăх ушкăнĕсем çынсене хавас кăмăл-туйăм парнелерĕç. Тĕрлĕрен выставкăсем, аттракционсем, ача-пăча площадки ĕçлерĕç, вăйăсем, спорт тупăшăвĕсем иртрĕç, ал ĕç ăстисен пултарулăхĕн «Ял картишĕ» курав-конкурсĕ хăйĕн патне илĕртрĕ, Мăн Сĕнтĕрпе Муркаш райповĕсен суту-илÿ тата апатлану предприятийĕсем, уйрăм предпринимательсем уява пухăннисене хăйсен продукцине тата апат-çимĕçне сĕнчĕç.

 

Ырă йăлапа çав кун ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç, мала тухнисене, пултарулăхпа тата хастарлăхпа палăрнисене чысларĕç-саламларĕç, нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр участокĕ илме свидетельствăсем, ача амăшĕн капиталне илме тивĕçнисене сертификатсем, çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма субсиди илме свидетельствăсем пачĕç.

 

Хăнасем йышлă килсе çитрĕç муркашсен район уявне, ырă сăмахсем каласа уявпа саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

 

 

 

Айтăр уçар уява!

 

Савăнăçлă лару-тăрура уява район пуçлахĕ, депутатсен район Пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕç, пухăннисене уявпа саламларĕç. Ун умĕн вара тĕп сцена умĕнче уçланкă анлăшĕнче музыкăпа хореографи композицийĕ иртрĕ, районти культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ юрăсем шăрантарчĕ.

 

Игорь Николаев палăртнă тăрăх, район çыннисем тăван çĕр çинче чунне парса ĕçлеме хăнăхнă. Хресчен ĕçĕ вара яланах хисепре пулнă. Патшалăх та çĕр ĕçченне пулăшусăр хăвармасть.

 

Ростислав Тимофеев çавна асăнчĕ. Муркашсем уява çитĕнÿсемпе кĕтсе илме хăнăхнă. Акă иртнĕ çул итогĕсемпе бюджет ыйтăвсене йĕркелесе пырассипе республикăри 26 муниципалитет хушшинче чи ăнăçлисен шутне кĕме тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри «Лучшее муниципальное образование России в сфере управления общественными финансами» конкурса хутшăнса вара район иртнĕ çул итогĕсемпе çĕршыври 59 субъектăн 104 хула округĕпе 125 муниципаллă район хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнса 3-мĕш степень диплома илме пултарнă.

 

Уй-хир ĕçĕсене районта йĕркеллĕ ирттернĕ. Япăх мар тухăç илме шанчăк çук мар.

 

 

 

Муркашсем - маттур вĕсем

 

Уяв саламĕсем... Чылай пулчĕç вĕсем çав кун. Уява пухăннисене районти юрăпа ĕç тата спорт уявĕ ячĕпе саламлама кăмăл тунисем хушшинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та пулчĕ. Муркашсене вăл уявпа ăшшăн саламларĕ, малашнехи ĕçсенче те ăнăçу сунчĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Салам çырăвне вуласа пачĕ.

 

Иван Борисович хăйсен хастар ĕçĕпе палăрнисене патшалăх тата ведомство наградисене парса чысларĕ. Вăл шутра тава тивĕçлĕ ята тивĕçнине çирĕплетекен удостоверенисене те, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене те, республика министерствисен Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене те, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕн удостоверенийĕсене те, тĕрлĕрен свидетельствăсемпе сертификатсене те.

 

Муркашсене уявпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Александр Федотов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Дельман, Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн пулăшаканĕ Андрей Спиридонов, Муркашсен ентешлĕхĕн ертÿçи, ЧНК вице-президенчĕ Владимир Тяпкин, Чăвашпотребсоюз пĕрлешĕвĕн, профсоюзсен Чăваш Республикинчи канашĕн представителĕсем те саламларĕç, ĕçре палăрнисене ведомство наградисене пачĕç.

 

Уява кÿршĕ районсен хăнисемсем те пысăк йышпа килсе çитнĕ. Шупашкар, Етĕрне, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай районĕсен, Мари Республикинчи Горномарийски районĕн представителĕсем муркашсене уявпа саламласа малашнехи ĕçсенче те ăнăçу сунчĕç.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Миронов иртен пуçласа яра кун район уй-хирĕнче тăрăшакан ĕçченсен пысăк ушкăнне ĕç çи пĕтĕмлетĕвĕсемпе район администрацийĕн дипломĕсене парса хавхалантарчĕ. Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçекенсем те районти кооператорсем хушшинче сахал мар пулчĕç.

 

 

 

Акă вĕсем - ĕç паттăрĕсем

 

Чăннипех те сахал мар иккен кун пеккисем пирĕн районта. Кулленхи ĕçре палăрнисене, хăйсен хастарлăхĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракансене çав кун сцена çине чĕнсе кăларса пĕтĕм халăх умĕнче чысларĕç-саламларĕç. Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ Михаил Яковлев «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн выльăх пăхакан рабочийĕ Эльвира Васильева, район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова тата «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕн участок пуçлăхĕ Валентина Соловьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, Культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин, Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене, ытти ведомство наградисене, район шайĕнчи наградăсене тивĕç пулнисем те вуншар та вуншар.

 

(Районти «Акатуйра» тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнисен тулли списокĕпе район хаçачĕн çитес номерĕнче паллаштарăпăр. Авт.).

 

 

 

Сертификатсем тата свидетельствăсем

 

Уяв уявпа та, уяв кунĕ харпăр хăйĕн пурнăçĕнче яланлăхах асра юлмалли самантпа паллă пулни пĕлтерĕшлех пулĕ. Çак сăмахсене чи малтанах пурнăç çулĕпе утма пуçăнакансем, çамрăк çемьесемпе çамрăк ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе каламалла.

 

Виçĕ çемье федерацин «Обеспечение доступным и комфортным жильем и коммунальными услугами граждан Российской Федерации» программипе пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма социаллă тÿлев илме свидетельствăна тивĕçрĕ. Кусем вĕсем Юнкă ял тăрăхĕнчи Юнкă ялĕнчи Маринăпа Дмитрий Владимировсем, Çатракасси ял тăрăхĕнчи Шупуç ялĕнчи Екатеринăпа Александр Прокопьевсем, Оринин ял тăрăхĕнчи Мулкачкасси ялĕнчи Еленăпа Сергей Курбановсем.

 

Федерацин тĕллевлĕ тепĕр программипе - «Устойчивое развитие сельских территорий на 2014 - 2017 годы и на период до 2020 года» программăпа ялта ĕçлесе пурăнакансен çамрăк çемйисем - Оринин ял тăрăхĕнчи Оринин ялĕнчи Оксанăпа Иван Васильевсен тата Çатракасси ял тăрăхĕнчи Кашмаш ялĕнчи Иринăпа Владимир Шапошниковсен çемйисем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тÿлев илмелли свидетельствăна тивĕçрĕç.

 

Ача амăшĕн капиталĕн сертификатне вара Çатракасси ял тăрăхĕнчи Шупуç ялĕнчи Анжела Силовăпа Катькас ял тăрăхĕнчи Катькас ялĕнчи Анюта Николаева, харпăрлăха çĕр участокĕ тÿлевсĕр илмелли сертификата Юнкă ял тăрăхĕнчи Юнкă ялĕнчи Надеждăпа Владимир Шандимировсен тата çав ял тăрăхĕнчи Кăпас ялĕнчи Лирăпа Алексей Гавриловсен 3 ачаллă çемйисем тивĕç пулчĕç.

 

 

 

«Ял картишĕнче»

 

Чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе, хамăрăн несĕлсен историйĕпе, культурипе кăсăкланакансене «Ял картишĕ» хăйĕн патне йыхравларĕ. Курав-конкурс валли кашни ял тăрăхĕ хăйĕн кил картишне хăйне евĕр йĕркелеме тăрăшнă. Анчах та вĕсене пурне те чăвашлăх туйăмĕ пĕрлештерсе тăрать. Пыракансене кашни ял картишĕнчех чăвашсен ырă йăлине тĕпе хурса çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ, чăвашсен кăпăклă сăрине ĕçсе пăхма сĕнеççĕ, кукăль-çăмахпа сăйлаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, уяв хăнисем район пуçлăхĕпе Игорь Николаевпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа пĕрле ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ картишсенче пулса пирĕн авалхи чăвашсен йăли-йĕркипе паллашрĕç, пир епле тĕртнине, çăнăх авăртнине, çăм арланине хăйсен куçĕпе курма пултарчĕç.

 

Пĕрлехи пĕлтерĕшлĕ уявсенче «Ял картишĕсен» конкурсне ирттересси районта йăлана кĕчĕ темелле. «Акатуй» уявĕнчи курав-конкурса та тĕплĕ хатĕрленни куçкĕрет. Çавăнпа та комисси членĕсене тĕрлĕ номинацире чи пултаруллисене палăртма та çăмăлах пулмарĕ пулĕ.

 

«Сохранение и передача национальной культуры и традиций» номинацире чи пултарулли тесе Ярапайкасси ял тăрăхĕн картишне палăртрĕç. Çатракассипе Оринин ял тăрăхĕсем 2-мĕш тата Муркашпа Юнкă ял тăрăхĕсем 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

 

«Лучшая презентация дворика» номинацире чуманкассисене çитекенни пулмарĕ. Ку номинацире ярославкăсемпе шетмĕпуçсем 2-мĕш, уйкас янасалсемпе мăн сĕнтĕрсем 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

 

«Природа родного края» номинацире катькассем 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Хорнуйсемпе йÿçкассисем - 2-мĕшсем, ильинкăсемпе турайсем - 3-мĕшсем.

 

Конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев малти вырăнсене тивĕçнисене дипломсем парса чысларĕ. Çавăн пекех вăл «Символы Моргаушского района» конкурс çĕнтерÿçисене те дипломсемпе чысларĕ.

 

 

 

Ай, юрлар-и; Ай, ташлар-и;

 

Муркашсем - ĕçре кăна мар, ташă-юрăра та маçтăрсем. Çакна уявра тепĕр хут курса ĕненме май килчĕ. Кунĕпех Лантăш вăрманĕн уçланкинче çав кун илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Художество пултарулăх ушкăнĕсем, çамрăксен тата ача-пăча коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, пухăннисене хавас кăмăл-туйăм парнелерĕç. Пур коллективăн пултарулăхне те курса хаклама май пулчĕ çав кун. Чылайăшĕ хавас кĕвĕпе вăрман уçланкинче ташă картине тăчĕ.

 

Ача-пăча коллективĕсем валли вара ятарлă уйрăм сцена уйăрнă. Кунта ачасен пултарулăх ушкăнĕсем юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç, шÿтлĕ сценкăсем лартса пачĕç.

 

Уяв кунĕнче вĕсене уйрăмах савăк та хаваслă пулчĕ. Ачасем валли ятарлă хавхалантару программи йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне вĕсем карусельсем çинче ярăнса савăнчĕç, батут çинче сикрĕç, тĕрлĕрен конкурссемпе аттракционсене хутшăнса чылайăшĕ пылак парнесене тивĕçрĕ.

 

 

 

Спорт ăмăртăвĕсенче

 

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене, спорта парăннисене спорт ăмăртăвĕсенчен уйăраймастăн. Кун пеккисене те кичем пулмарĕ «Акатуйра». Мĕншĕн тесен уяв программи тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсемпе те пуян пулчĕ. Акă кире пуканĕ çĕклекенсем, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, турник çинче упражненисем тăвакансем йышлă пулчĕç. Çамрăксен бокс тытăçăвĕсем интереслĕ иртрĕç. Ку хутĕнче Муркаш районĕпе Чул Хула облаçĕнчи Лысково хулин командисем тĕл пулчĕç.

 

Волейболистсен командисем вара кăçал пĕрремĕш хут «Акатуй» кубокне çĕнсе илессишĕн хĕрÿ кĕрешрĕç. Çак тытăçусене куракансем тата пĕр-пĕрне хавхалантаракансем те сахал мар пухăнчĕç.

 

Кашни ăмăртурах çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç, дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç.

 

Уяв вĕçленчĕ пулин те, кунта илнĕ вăй-хал, уяври хавас кăмăл-туйăм нумайлăха упранса юлĕ. Никама та кичем пулмарĕ уявра. Ватти-вĕтти пурте пур кăмăлтан савăнчĕ.

 

В. ШАПОШНИКОВ.

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4