Майăн 30-мĕшĕнче Чăваш Енре циклон алхасрĕ. Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Чăваш Енри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вăйлă çилпе аслатиллĕ çумăр Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Муркаш, Пăрачкав, Тăвай, Красноармейски, Шупашкар районĕсенче иртнĕ.
Çак муниципалитетсенче электропередача линийĕсем татăлнă тата йывăçсем ÿкнĕ. Ытти хăш-пĕр районта та çутă сÿннĕ. Пăтăрмахсене пĕтерес тĕллевпе республикипе чылай çын тата техника ĕçленĕ.
Муркаш район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Любимов пĕлтернĕ тăрăх, Муркаш районĕнче те çил-тăвăла пула пурĕ 18 ялта çынсем вăхăтлăх электричествăсăр тăрса юлнă. Электропередача линийĕсене юсассипе специалистсен виçĕ бригади 23.30 сехетчен ĕçленĕ. Шăпах çав вăхăта ялсене электричество çитмелле тунă.
Сăмах май, Хурăнкасси ялĕнчи И. Яковлев кĕçнерникун редакцие ирех шăнкăравларĕ. Электричествăна кĕске вăхатрах килсене çитмелле тунăшăн специалистсене тав сăмахĕ калама ыйтрĕ.
Кунсăр пуçне кассăн-кассăн питĕ вăйлă вĕрекен çил районта темиçе йывăç хуçнă, хăш-пĕр кил хуçалăхĕнче хуралтă çивиттийĕсене вистени те пулнă (пурлăха страхланă кил хуçисен ку тĕлĕшпе страхлав организацийĕпе çыхăнмалла).
Вăйлă çил пирĕн районти социаллă объектсене сиен кÿмен. Çынсен сывлăхне сиен кÿни те пулман.
Н. НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
