Ĕнер пирĕн Хурăнкасси ялĕ çийĕн çил-тăвăл иртсе кайрĕ, сăтăр туса хăварчĕ. Пĕринне теплица куçарса лартнă, тепринне сарай тăррине илсе кайнă. Çăка йывăççи ÿксе çвет пралукне татса янă, юпи хуçăлнă. Çапла ял çутăсăр тăрса юлчĕ.
Муркаш электрикĕсем 23 сехетре ĕçе тытăнчĕç. Йывăрлăхран хăрамарĕç вĕсем. 24 сехете яла электричествăпа тивĕçтерчĕç.
Ирхине вăраннă çĕре кашни килтех электричество пулчĕ. Тавах Муркаш электрикĕсене!
Илья Яковлев.
Сентябрь 2026 |
