Манăçмасть асаттесен паттăрлăхĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 09.05.2018, 15:28 Просмотров: 717

1941 - 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн пысăк çухатуллă Аслă вăрçи... Унта тунă Аслă Çĕнтерÿ 73 çул хушшинче халăх уявĕ пулса тăчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем те, тыл ĕçченĕсем те, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем те çак уява халĕ пĕр çын пек пулса хавас та савăк кăмăлпа чыслăн паллă тăваççĕ. «Çĕнтерĕве чысланăшăн тав», - теççĕ паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнисем тата тылра «Йăлтах - Çĕнтерÿшĕн. Йăлтах - фронт валли» девизпа вăй хунисем.

Тĕрĕссипе çак уяв Раççейшăн çеç мар пĕтĕм тĕнчери мал туртăмлă вăйшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнă май тĕрлĕ çĕршыври пур ĕç коллективĕсенче те тĕнчене ирсĕр фашизмран çăлса хăварнисене халалласа чыслав мероприятийĕсем иртрĕç. Çак ĕçрен пирĕн район та айккинче юлмарĕ. Çĕнтерÿ кунне халалласа вырăнсенче тĕл пулусемпе акцисем, шкулсенче паттăрлăх урокĕсем пулчĕç. Вĕсенче кашнийĕнчех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе, вăрçă ачисемпе йĕркеленĕ тĕл пулусем малти вырăна тухрĕç. Унта хутшăннисем кашниех истори страницисене уçса пăхрĕç, вĕсене сивлесе хак пачĕç. Ку йĕрке вăй илсе пынине юлашки çулсенче тĕнчере анлă сарăлнă «Вилĕмсĕр полк» акци те уççăн çирĕплетет.

- Асаттесен 1941-1945 çулсенчи паттăрлăхĕ умĕнче пите хĕретмерĕмĕр, Тăван çĕршыв ума лартнă задачăсене вĕçне çити пурнăçларăмăр, - тенĕччĕ Кашмаш ялĕнче çуралса пĕрремĕш утăмсем тунă тантăшăм Н. Смирнов. 1986 - 1988 çулсенчи действительнăй çар службине вăл Афганистанра ирттерчĕ.1994 çулта вара контракт йĕркипе çара кайрĕ. Таджикистан территорийĕнчи Мускав чикĕ отрядĕнче службăра тăчĕ. Афган моджахечĕсемпе тан мар çапăçăва кĕрсе 27 çултах Николай Валерьевич çĕршыв интересĕсемшĕн пуç хучĕ. Тăван çĕршыв ăна вилнĕ хыççăн Раççей Федерацийĕн Геройĕ ят парса унăн паттăрлăхне тивĕçлипе чысларĕ. Çĕнтерÿçĕсен йăхĕнче кунашкал паттăрсем пирĕн пĕрре-иккĕ çеç мар. Çакă майăн 9-мĕшĕнче Муркашра ĕç коллективĕсемпе шкулсенче вĕренекенсем пĕрле пухăнса Çĕнтерÿ кунне паллă тунинчен те, вĕсем «Вилĕмсĕр полк» акцие йышлăн хутшăннинчен те курăнчĕ.

Ялта пурăнакансем, предприяти-организацисенче ĕçлекенсем, шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, çар ветеранĕсем савăнăçлă митинга кайма малтанах Муркашри юсавпа техника предприятийĕ патĕнче ушкăнăн-ушкăнăн йĕркеленчĕç. Вăхăт çитсен вĕсем колоннăшар йĕркеленсе савăнăçлă митинг ирттерме палăртнă вырăна - «Сывлăх» ФСК умĕнчи лапама - хăпарчĕç. Кунта «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем уйрăмах йышлă пулни палăрчĕ: çак полк йышне кĕнисем ку чыслава ĕмĕр-ĕмĕр тивĕç...

Уяр та илемлĕ кун. Кĕтнĕ вăхăт. «Сывлăх» ФСК умĕнчи лапама 1941 - 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнĕ ятпа ирттерекен митинга уçма Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавне тата Çĕнтерÿ ялавĕн копине илсе тухма команда пулчĕ. Ялавсем çĕкленĕ çамрăк армеецсем çирĕппĕн пусса утни митинга пынă кашни çынра хавхалану çĕклекен самант пулчĕ.

Çĕнтерÿ уявĕн митингне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ. Пухăннисене вăл уяв ячĕпе саламларĕ.

- Çулсем иртеççĕ. Тăван çĕршывăн 1941 - 1945 çулсенчи Аслă вăрçин çулĕсем историе юлса пыраççĕ. Анчах пирĕн аттесем, асаттесемпе мăн асаттесем юнлă вăрçăра тунă Аслă Çĕнтерÿ пĕлтерĕшĕ вара ватăлмасть. Ăна эпир ялан асра тытса район экономикине, пурнăç условийĕсене, тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсен производствине аталантарнинче куратпăр. Ку вăл малашне те çапла пулĕ. Хамăра сыхласа хăварнă салтаксене асра тытассине эпир ăруран ăрăва куçарса пыратпăр. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăннă Гитлер пире тарçăна кĕртсе ÿкересшĕн пулнă. Анчах пирĕн çар çыннисен тата тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ çак усала вăй илме паман. 1941 çулта Мускавпа Ленинграда хÿтĕлени, 1942 çулта Сталинградшăн юн юхтарни, хыççăн Курскпа Орел, Белгородпа Карели операцийĕсем фашистсен çарне хăйĕн йăвине хăваласа кĕртме май панă. Тăван çĕршыв ирĕкĕшĕн пĕрле юн тăкни 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿпе вĕçленнĕ. Ăна валли фронта тĕрлĕ çулсенче пирĕн районтан 9845 çын тухса кайнă, 5491 салтак тăван ене таврăнайман. Вĕсемпе пĕрле Çĕнтерĕве тыл ĕçченĕсем те туптанă. Паян районта вăрçă ветеранĕсем 17ĕн, Ленинград блокадинчи 1 çын, тыл ĕçченĕсем 448 çын (вĕсенчен 168шĕ - вăрçă участникĕсен тăлăха юлнă арăмĕсем) пурăнаççĕ. Паянхи «Вилĕмсĕр полк» çав хаяр вăрçă çĕнтерÿçисем пирĕн хушăмăртах пулнине çирĕплетет. Эпир асра тытнă чух вĕсен ĕмĕрĕ те вăрăмрах пулĕ, - терĕ Ростислав Николаевич.  

Уяв сцени çинчен ĕçпе вăрçă ветеранĕсенеÇĕнтерÿ кунĕпе хăнасем те чĕререн саламларĕç. Районăмăрта пурăнакансене Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн тата РФ Правительствин Пуçлăхĕн Дмитрий Медведевăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламлă çырăвĕсемпе республикăри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров паллаштарчĕ. «Çак хăрушă вăрçа хутшăнса тата тылра Аслă Çĕнтерĕве туптанисем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Чыс та мухтав вĕсене», - терĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.

Уяв митингне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгрессĕн Президенчĕ Николай Угаслов та хутшăнчĕ. «Аслă ăру тунă Çĕнтерĕве пирĕн паян тăван район, республика тата Раççей аталанăвĕшĕн çанă тавăрса ĕçленипе малалла тăсмалла. Çавна валли пирĕн майсем те, вăй-хал та çителĕклĕ», - терĕ Николай Федорович.

Çак кун уяв сцени сăвă-юрăсăр пулмарĕ. Кунта шкулта вĕренекенсем, ача садне çÿрекенсем пултарулăхпа палăрчĕç.

Уяв мероприятине малалла тăсса çамрăк велосипедистсем СССР спорт мастерне В. Шалтыкова асăнса ырă йăлана пăрахăçламасăр Муркаш - Уйкас Янасал маршрутпа старт илчĕç. Хыççăнах районти çамрăк автомобилистсем те автомашинăсем çине Çĕнтерÿ тата Раççей ялавĕсем вырнаçтарса Муркаш - Мĕн Сĕнтĕр маршрутпа авточупăва тапранчĕç.

Çĕнтерÿçĕ-салтака чысласа майăн 9-мĕшĕнче Муркашра батутсем, киосксем ĕçлерĕç. Ветерансем пĕрле сĕтел хушшине ларса апатланма пултарчĕç. Çамрăксен тимлĕхĕ вĕсем тĕлĕшпе пĕрре те начар пулмарĕ.

Муркашра каçченех тăсăлнă уяв концерчĕ çĕрлехи тÿпене Çĕнтерÿ салючĕ çутатнипе вĕçленчĕ.

А. БЕЛОВ.

Фоторепортаж

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4