Эпир - çĕнтерÿçĕ йăхĕнчен

Категория: Главные новости Опубликовано: 09.05.2018, 12:39 Просмотров: 616

DSC09310А. Белов. Кашмаш ялĕ: Манăн маçакпа мамакăн Алексей Михайловичпа Надежда Михайловнăн тăватă ача пулнă. Кĕçĕн ывăлĕ - Петр - çураличчен 1941 çулхи август уйăхĕнче маçакăн фронта кайма ят тухнă. Çапла вара манăн атте хăйĕн ашшĕне пачах та курайман, амăшĕ  ачана пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Мĕншĕн тесен Алексей Михайлович 1943 çулхине Тăван Çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хунă. 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

DSC09305О. Суворова. Муркаш ялĕ: Манăн атте, Филипп Волков, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă. Вăл вăрçă пуçланнă тепĕр кунхине фронта тухса кайнă, ăна Мăн Сĕнтĕрти çар комиссариачĕ урлă ăсатнă. Тăшмана аркатса Берлина çитнĕ. Рейхстаг çине хăйĕн хушаматне çырса хăварнă. Манăн атте разведчик-артиллерист пулнă, тĕрлĕ çапăçура хăюлăх кăтартнăшăн ăна орден, медальсемпе чысланă. Вăрçă пĕтнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче киле таврăннă. Çапла çемьере тепĕр виçĕ ача хутшăннă, вăл шутра эпĕ те. Ăна икĕ хутчен контузи пулнă.

 

 

 

 

 

 

 

 

DSC09308В. Иванов. Патаккасси ялĕ. Маншăн паянхи кун пысăк уяв. Эпĕ унта хутшăнмасăр юлма ниепле те пултараймастăп. Манăн атте Прохор Прохорович 1942 çулта фронта кайнă, хăюлăхпа паттарлăх кăтартса пуçне хунă. Аттен икĕ шăллĕ те вăрçа кайнă.

Эпĕ хам та çĕршыв хÿтĕлевçи. Виçĕ çул Германире çар ретĕнче тăтăм.  

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4