Çуркуннепе Ĕç уявĕ хаваслă пуçланчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 30.04.2018, 15:48 Просмотров: 522

Муркаш райпо правленийĕн председателĕ Роза СКВОРЦОВА тата «Моргауши - Хлеб» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорăн çумĕ Надежда ТРИХАЛКИНА:

IMG 0432- Муркаш райпо коллективĕ Çуркуннепе Ĕç уявне хатĕрленсе хамăрăн территорисенче тирпей-илем кĕртнĕ ĕнтĕ.

Паян эпир хаваслă кăмăлпа Муркаш райпо йĕркелÿçĕ та спонсор пулса тăракан ăмăртăва хутшăнатпăр: сăнама килнисем те чылаййăн, команда та пур.

Çанталăкĕ лайăх, кăмăл та лайăх. Пурне те уявпа саламлатпăр!

 

 

 

 

 

 

 

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий ЛАПТЕВ:IMG 0433

- Çуркуннепе Ĕç уявне хатĕрленсе эпир хамăрăн ял тăрăхĕнче тавралăха тирпейлес ĕçсем йĕркеленĕ. Çитес кунсенче ялсенчен каяш турттарса тухатпăр.

Ыран вара ял тăрăхĕнчи пур çынна та Шупуçĕнчи футбол турнирĕнче курма хавас пулатпăр. Çак ăмăртăва ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркелетпĕр.

Ĕç çыннин ĕçлеме те, канма та пĕлмелле. Çавăнпа та пурне те Çуркуннепе Ĕç уявне хаваслă кăмăлпа, туслă йышпа усăллă ирттерме сĕнетĕп.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4