Муркаш районĕнче спортăн çуллахи тапхăрĕ уçăлчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 30.04.2018, 15:19 Просмотров: 482

Паян, апрелĕн 30-мĕшĕнче, Муркаш районĕнче спортăн çуллахи сезонне официаллă майпа уçрĕç (унччен вара кашни çулах Чуманкасси шкулĕнче вĕреннĕ Л. Семенов тата А. Димитриев выпускниксен ячĕпе çăмăл атлетика ăмăртăвĕ иртет).

Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, Муркаш райпо парнисене тата кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика ăмăртăвĕ Муркашри тĕп урамра иртрĕ. Муркаш райпо канашĕн председателĕ Борис Андреев пухăннисене саламланă май çак ăмăрту кăçалхипе 17-мĕш хут иртнине пĕлтерчĕ, пурне те ăнăçлă старт сунчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, спорт ăмăртăвĕ çулсеренех Çуркуннепе Ĕç уявĕнчи кану кунĕсенче пулнăран, пурне те уявпа саламларĕ. Çак кунсенче районти хуçалăхсен уй-хирĕсенче çĕр ĕçченĕсем вăй хунине палăртрĕ вăл. Çĕр ĕçченĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе районăн тăнăçлă аталанăвне пысăк тÿпе хывнине каларĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова та спортсменсене ăнăçу сунчĕ.

Ăмăртăвăн тĕп судьи - «Сывлăх» спорт шкулăн директорĕ Александр Куликов ăмăрту условийĕсем çирĕп пуласса пĕлтерсе, стартсен черечĕпе тата дистанцийĕпе паллаштарчĕ.

Чи малтанах старта çемьесем тухрĕç. Хăш-пĕр çемье ку ăмăртăва пĕрремĕш хут тухнă. Акă Шурчари Иринăпа Владимир Андреевсем хăйсен Даша хĕрĕпе ку таранччен районти ăмăртусене хутшăнман. Çичĕ çулти Даша вара ăмăртма питĕ килĕшнине пĕлтерчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем 8 çул тултарман ачаллă çемьесенчен 1-мĕш вырăна тухса хаклă парнене, медальсене тата диплома тивĕçрĕç. Ку ÿсĕмри ушкăнра иккĕмĕш вырăна Муркаш ял тăрхĕнчи Смирновсем тухма пултарчĕç.

8-12 çулсенчи ачаллă çемьесенчен Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Блиновсем мала тухрĕç, вĕсем хыççăн финиша Çатракасси ял тăрăхĕнчи Григорьевсем çитрĕç.

Ветерансен стартне те сăнама кăмăллă пулчĕ. Кунта 50 çултан тата 60 çултан иртнисем пĕр ушкăнра ăмăртрĕç, анчах çĕнтерÿçĕсене ăмăрту положенийĕпе килĕшÿллĕн уйрăммăн палăртрĕç. Çапла вара пĕрремĕш ушкăнра Александр Григорьев, Николай Скворцов тата Владимир Иванов палăрчĕç. 60-тан иртнсен йышĕнче Михаил Романов тата Алексей Садовников пьедестал çине хăпарма тивĕç пулчĕç.

Тĕп шкулсен командисенче 6-шар çамрăк ăмăртрĕ. Хутăш эстафетăра Шетмĕпуçĕнчи шкул команди мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Сосновкăри тĕп шкул, виççĕмĕшĕнче – Сыпай шкулĕ.

Вăтам шкул командисен ушкăнĕнчи фаворитсем малтанхи тапхăртах палăрчĕç. Финиша çитичченех, вунă тапхăрта та хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Апла пулин те Çатракасси шкулĕ 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Калайкасси шкулĕн пĕрремĕш команди (вĕсем нумай чухне икĕ командăпа тухнине ырăпа палăртмалла) 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, виççĕмĕш вырăнта - Муркаш шкулĕн команди.

Ĕç коллективĕсен спорт командисем те кăçал сахаллăнах пулмарĕç. Ку йышра Чăваш Республикинче кăна мар, Раççей шайĕнче палăрнă Павел Охотников, Роман Куликов, Анна Милютина, Джамиля Баранова тата ытти пултаруллă сапортсмен хутшăнни питĕ вырăнлă пулчĕ - шкул ачисене лайăх тĕслĕх кăтартрĕç. Çапла вара Ярапайкасси ял тăрăхĕн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, 2-мĕш вырăнта - «Свобода» хуçалăхăн команди, 3-мĕшĕнче - Чуманкасси ял тăрăхĕн команди.

Ăмăрту хаваслă та хăвăрт иртрĕ. Пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Райпо ĕçченĕсем техĕмлĕ апат-çимĕç сĕнчĕç. Мăн Сĕнтĕрти шкул ачисен инструментпа вокал ушкăнĕ рок юррисем шăрантарса, Муркашри искусство шкулĕнче вĕренекенсем яланхи пекех хăйсен илемлĕ ташшисемпе спорт ăмăртăвне Çуркуннепе Ĕç уявĕн хаваслă пуçламăшĕ туса хучĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4