2017 çулхи ĕç-хĕле тишкерни: пире пысăк ĕçсем кĕтеççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 24.04.2018, 16:43 Просмотров: 455

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май республикăра Раççей Федерацийĕн «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» программине пурнăçа кĕртсе Шупашкар агломерацийĕн транспорт инфраструктурине аталантарасси енĕпе туса ирттерме май килнĕ ĕçсем çинче те чарăнчĕ. Программăна 2025 çулчченхи тапхăр валли пăхса хунă.

Пирĕн районта çул-йĕр ыйтăвĕ епле пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Муркаш районĕ Шупашкар агломерацине кĕме тивĕçнĕ май иртнĕ çулах пирĕн районта автомобиль çулĕсене юсассипе калапăшлă ĕçсем туса ирттерме май килчĕ. Кăçал та районта «Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула», «Муркаш - Хорнуй - Платкасси», «Волга» - Шомик» тата «Тойкилтĕ - Кĕртекасси» çулсене пĕтĕмпе 24 километра яхăн юсама палăртнă. Пĕтĕмĕшле 110 млн тенкĕлĕхе яхăн юсав ĕçĕ пурнăçлама пăхнă.

Çавăнпа та çирĕплетсех çапла калама пулать. Районта автомобиль çулĕсен пахалăхне çĕнĕ шая çĕклессипе çитес çулсенчех пире пысăк ĕçсем кĕтеççĕ.

А. МАТРОСОВ,

район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4