2017 çулхи ĕç-хĕле тишкерни: сахал мар тунă, тĕллевсем тата пысăкрах

Категория: Главные новости Опубликовано: 24.04.2018, 16:26 Просмотров: 551

Апрелĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 19-мĕш сессийĕ ĕçлерĕ. Сессире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет туса пачĕ. Эпĕ унпа тимлĕн паллашрăм.

Республика ертÿçи республикăн кашни отраслĕн иртнĕ çулхи аталанăвĕ çинче тĕплĕ чарăнчĕ. Кăтартусем япăх мар.

Промышленноç производствин индексĕ 104,4 проц. танлашнă (Раççей вăтам кăтартăвĕ - 101 проц.). Пĕтĕмĕшле 199,3 млрд тенкĕлĕх (107,5 проц.) продукци туса кăларнă тата услугăсем пурнăçланă.

Агропромышленноç комплексĕн производство калапăшĕ 75,3 млрд тенкĕпе танлашнă, ял хуçалăх предприятийĕсенче продукци туса илессин индексĕ 101 проц. пулнă.

Республикăра пурте усă куракан автомобиль çулĕсен тăршшĕ 12 пин км ытла. Шупашкар агломерацийĕн шайĕнче федерацин «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» программипе иртнĕ çул автомобиль çулĕсене 94,9 км - 1 млрд та 268 млн тенкĕлĕх юсанă. 625 млн тенкĕ федераци уйăрнă. Муркаш районĕнче те иртнĕ çул çул-йĕре юсассипе сахал мар ĕç пурнăçланă. Кăçалхи тĕллевсем вара тата пысăкрах: асăннă программăпа килĕшÿллĕн районта 24 çухрăма яхăн çул юсамалла.

 

А. Иванов, депутатсен Муркаш район Пухăвĕн депутачĕ.

 

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4