"Чăвашсен 100 пин юрă, 100 пин сăмах, 100 пин тĕрĕ",- тенĕ чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлев. Çакна ачасем концертпа çирĕплетрĕç. Иртнĕ шăматкун, апрелĕн 14-мĕшĕнче И.Я. Яковлевăн 170 çулхи юбилейне халалласа Шомикри вăтам шкул ачисем пысăк уяв ирттерчĕç. Кÿршĕ ялти Шомик клубĕнче иртнĕ чăваш чĕлхи уявĕн концертĕнче 1-9-мĕш класа каякан 55 шкул ачи хутшăнчĕ. Вĕсенчен 15-шĕ Атăльялпа Хорнсор ялĕсен ачисем пулчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç. Уява 6-мĕш класа каякан Настя Спиридоновăпа Павел Андреев (Атăлъял) ертсе пычĕç. Ачасем хăйсен 1-мĕш юррине юратнă амăшĕсене халалларĕç. Чи пĕчĕккисем, 1-мĕш класс ачисем чи малтанах, чăваш чĕлхи- ашшĕ-амăшĕн чĕлхи пулнине палăртса сăвăсем каларĕç. Унтан аслăраххисемпе пĕрле "мулкачсен" ташшине çаптарчĕç. Ачасем класс хыççăн класс сцена çине тухса чăвашла сăвăсем каласа кăтартрĕç. Сăвăсенче тăван çĕршыв, тăван ял, атте-анне, анлă Атăл, туслăхпа килĕшÿ, И.Я. Яковлевăн пурнăçне сăнларĕç. "Юрă, ташă пултăр ялан пирĕн чĕрере",- тесе ачасем "Линкка", "Асамат кĕперĕ", "Хĕрсен ташши" тата ытти чăваш ташшисемпе сценăна илемлетрĕç. Шкул рокн-ролĕ сценăллă ташăра Настя Андреева "вĕрентекен" ролĕнче пулчĕ. Пур ташша та ăста пултаруллă хĕрача. "Яланах пĕрле туслă пурăнар вырăс халăхĕпе",- тенĕ И.Я. Яковлев хăйĕн халалĕнче. Ачасем çавăн пекех вырăс, удмурт, тутар, еврей, инди тата ытти ют çĕршыв халăхĕсен ташшисемпе сцена çине тухса, пĕтĕм тĕнчери халăхсен пĕр туслă çемьере пурăнмаллине палăртрĕç. Татьяна Бурмисова çамрăк 1-мĕш хут ялти культура çурчĕн сцени çинчен балет ташласа халăха тĕлĕнтерчĕ. Чăваш чĕлхи уявĕнчи ташăсен хăватлă курăмлăхне кăтартас енĕпе Ирина Петрова вĕрентекенĕн тÿпи пысăк пулнине палăртма кăмăллă. Москакассинчи ачасен "Калинка" ташă ушкăнĕн ертÿçи Ирина Петрова, 7-мĕш çул Шомик шкулĕн ачисене ташă ăсталăхне вĕрентеть. Сăмах май, Ирина Васильевна хăйĕн ташă ушкăнĕпе пĕрле кашни çулах "Сувар" пĕрлĕхĕн хисеплĕ эльтеперĕ Олег Цыпленков ертсе пыракан çул çÿревсене хутшăнать. Вĕсем, пĕлтĕр Казахстанра, унччен маларах Крымри 1-мĕш пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче те куракансене ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Татьяна Бурмисова тата клуб ертÿçи Валентина Алаева вĕрентекене парнесем парса чысларĕç. Ачасем те пылак кучченеçе тивĕçрĕç. Виçĕ сехет хушши вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисен пултарулăхĕпе киленчĕç, чунран савăнчĕç.
Николай Смирнов.
Атăлъял
Сентябрь 2026 |
