Василий Димитриевăн «Чăвашсен аваллăх халапĕсем» кĕнеки кун çути курчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 06.04.2018, 14:47 Просмотров: 693

халапсемЧăваш историйĕпе литературинче халап жанрĕ пысăк вырăн йышăнать. Ламран лама куçса пынăскер, вăл литературăна тĕпчекенсемшĕн те, фольклор пухакансемшĕн те, историксемшĕн те паха материал пулса тăрать, ахальтен мар çак жанра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мĕн çинчен пĕлме пулать-ха халапсемпе паллашсан; Малтанах вăл ĕлĕк-авал пулса иртнĕ пулăмсене уçса парать, çав вăхăтра пурăннă халăх шăпине кăтартать.

Чăваш кĕнеке издательствинче Василий Димитриевăн «Чăвашсен аваллăх халапĕсем» (Чувашские исторические предания) кăларăмĕ 1000 экземплярлă тиражпа пичетленчĕ. Унта авалтан пуçласа XIX ĕмĕр варриччен пулса иртнĕ ĕç-пуçа уçса паракан халапсем вырăн тупнă. Кĕнеке вырăсла пичетленнĕ.

Кăларăм виçĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш пайĕ пăлхар халăхĕн пурнăçне çутатса парать. Тутарпа монгол пусмăрĕ чухнехи авалхи чăвашсен кун-çулне, Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешсен вĕсен пурнăçĕ еплерех улшăннине кăтартса паракан халапсем кĕнĕ.

Иккĕмĕш сыпăкра Василий Димитриевич хальхи Чăваш Республикинчи ялсемпе хуласем еплерех тата хăçан пулса кайни çинчен пĕлтерет. Çак темăпа интересленекенсене ял е пĕр-пĕр вырăн пирки çырнине тупма çăмăлрах пултăр тесе кĕнеке вĕçĕнче ял, çырма-çатра, шыв-шур ячĕсен списокне панă, ăна алфавит йĕркипе вырнаçтарнă, хăш страницăра шырамаллине кăтартнă.

Виççĕмĕш сыпăкри халапсем чăвашсем Степан Разин тата Емельян Пугачев пăлхавĕсене хутшăннине, ку вĕсен пурнăçĕнче мĕнлерех йĕр хăварнине уçса параççĕ. Шăпах XVIII ĕмĕртен ял халăхĕ пуянсемпе чухăнсене пайлана пуçлать тесе палăртать автор. Çав вăхăтра çуралнă халапсенче пуянсене питлени уйрăмах уççăн курăнать.

Василий Димитриевăн кĕнеки чăваш халăх, тăван ен историне тарăнрах пĕлме тата ăнланма пулăшать. Вăл тĕпчевçĕсемпе историксемшĕн çеç мар, ытти вулакансемшĕн те паха кăларăм пулĕ.

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4