Ачалăх илемне уçса паракан кĕнеке пичетленчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 05.04.2018, 15:36 Просмотров: 505

наталиКашни çын чун-чĕринче пурнăçри пĕр тапхăр – ачалăх – чи ăшă вырăн йышăнать те тарăн йĕр хăварать. Вăл илемлĕ те пуян сăрăсемпе ÿкерĕнет пирĕн асра, кăшт тунсăха та çавăрса илет. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă Людмила Смолинăн «Натали» ятлă сăвăсен кĕнеки ачалăха таврăнма хистет, çав вăхăта упрамалли пирки аса илтерет.

Çуталтăрах ачалăх ирĕ,

Ачалăх – чи паха тупра.

Ачалăха упрасчĕ пирĕн.

Ачалăха, этем, упра, –

çакăн пек йĕркесемпе пуçланать кăларăм. Вăл икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – пичетленнĕ. Вырăсла Антолий Смолин куçарнă.Scan

Кĕнекери тĕп сăнарсем – лара-тăра пĕлмен шăпăрлансем. Кун каçипе тем те тума ĕлкĕреççĕ вĕсем: тĕрлĕ вăйă выляççĕ, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ кĕçĕн туссене – килти чĕр чунсене – пулăшаççĕ, юратнă кушака тата хăймапа епле сăйламăн-ха :

... Хăналатăп хăймапа,

Тусăм кăмăллă манпа.

(Хăна.)

Ĕмĕчĕ çунатлă вĕсен: тур лашапа кукамай патне яла çитме ĕмĕтленеççĕ. Кунĕпе тĕрлĕ ĕç пурнăçласа ĕшеннĕскерсем каçхине часах ыйхă ытамне лекеççĕ. Амăшĕ вĕсене сăпка юрри юрласа парать:

Канлĕ каç килет иккен

Çăлтăрсем çутса.

Çывăр, пĕчĕк чиперккем,

Çывăр, лăплансам.

(Сăпка юрри.)

Кам-ши вăл Натали тесе ыйтĕç вулакансем. Вăл сăвва çыравçă хăйĕн хĕрне халалланă.

Кĕнекере çавăн пекех çут çанталăкăн кашни вăхăтри илемне уçса паракан сăвăсем те пур. Анна Сушкова ÿкерчĕкĕсем вĕсене чĕрĕлĕх кÿреççĕ, ачалăха туртсах кĕреççĕ.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4