«Сар хĕвел хĕрелсен» - искусствăпа таса туйăм гимнĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 30.03.2018, 12:08 Просмотров: 912

Римма Прокопьева-Сар хевел херелсенКашни çын пурнăçĕ пуç ватмăш пек кăткăс та хăйне евĕрлĕ. Пĕр пек кун-çул, пĕрешкел ĕмĕт-шухăшлă этем çук. Тен, çавăнпах тĕнче аслă, илемлĕ, пуян. Ăна ытама илеймĕн, вăрттăнлăхĕсене тĕпчесе пĕтереймĕн.

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Сар хĕвел хĕрелсен» кăларăм вулакансене шухăшласа кăларнă историпе мар, шăпах чăн пурнăç ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарать. Документлă повесть авторĕ - Римма Прокопьева çыравçă тата журналист, редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Дмитрий Литаврин. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2017 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Сăмах май, конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Аслă классенче вĕренекенсем валли кăларнă кĕнекен тиражĕ - 500 экземпляр.

«Сар хĕвел хĕрелсен» документлă повесть никĕсĕнче - Прасковья Петрова чăваш хĕрĕн тĕлĕнмелле шăпи. Пушкăрт тăрăхĕнчи Елань-Чишма ялĕнче çуралнăскер пĕчĕклех тăлăха юлнă, тăванĕсен çемйинче ÿснĕ. Вăл «ытлашши пăшăрханса-шуйханса ÿкесрен-ши, ăна тăван ашшĕпе, Тихон Павловпа, курнăçма ирĕк паман». Ăна ачалăхри «хура çын» сăнарĕ пек çеç астуса юлнă хĕр. Çапах та пĕчĕк чухне тăлăх пулни питех пăшăрхантарман Праские. Кунсем пĕр майлăн, тикĕс шунă.

Хăйне кĕтекен тĕрĕслевсем çинчен тавçăрма та пултарайман ун чухне Прасковья. Пурнăç çулĕ ăна тăван енрен уйăрса Мускава «çын пулма» ертсе çитернĕ. Йывăрлăхсене парăнман, пултаруллă та чăтăмлă, ĕçчен пике Марфăпа Мария обителĕнче çирĕп пĕлÿ илме пултарнă. Павел Корин художникпа та кунтах паллашнă. Çамрăк учитель хĕре ÿкерме вĕрентнĕ, художниксен альбомĕсене тишкерме панă, Берлиозăн «Реквиемне» тата ытти классиксене итлеме хăнăхтарнă. Тантăшне кура Коринăн урокĕсене обительти хĕрсем те çÿреме пуçланă.

Пурнăç кĕтменлĕхсемпе интереслĕ. Вĕрентекенпе вĕренекенĕн туслăхĕ таса юратăва куçнине ĕненмелле те сăнарлă çырса парать автор. Çамрăксем туйăмсем çинчен калаçма васкамаççĕ пулин те, чĕрисенче палăрмалла улшăну пулса иртнине иккĕшĕ те сисеççĕ. Пĕринче вара Павел уроксем хыççăн Прасковьăна класра юлма ыйтать...

«Эпĕ искусствăна мĕн тери юратнине эсĕ никамран лайăх пĕлетĕн. Ÿнер тĕнчинче мĕн те пулин чăн-чăннине, ĕмĕрлĕхе юлмаллине ăсталама пĕтĕм пурнăçа пултарулăха халалламалла. Эсĕ манăн арăм пуласса, мана мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех ăнланса, пĕтĕм чун-чĕререн пулăшса пырасса шанатăп эпĕ. Пашенька, каçар, халех каласа хуратăп: ман тĕллев - ачасем çуратса ÿстересси мар. Пирĕн пĕр ача та пулмĕ. Чăн-чăн искусствăна парăнса ĕçлеме чăрмантарĕç кăна вĕсем. Çавăнпа та...» - чунне уçать художник. Çакăн пек татăклă сăмахсене мĕнле йышăнать-ши Прасковья. Мĕнле хурав парать вăл качча. Куна вара вулакан кĕнекене алла илсен пĕлейĕ.

Кăларăма тĕп сăнарсен тата Павел Коринăн турăшсен Мускаври коллекцийĕн, Палехри музей çурчĕн сăн ÿкерчĕкĕсене те кĕртнĕ. Повеçе Павел Дмитриевичăн Пашенька патне Италирен янă çыру сыпăкĕсем пуянлатаççĕ, вĕсен кăмăл-туйăмне лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ.

Павел Корин ÿнерçĕ, монументалист, чăн та, пĕтĕм пурнăçне искусствăна халалланă. Шел пулин те, кун-çулĕнчи тĕп тĕллевне пурнăçлайман вăл: «Реквием» («Русь уходящая») картинине ÿкерсе пĕтереймен. Ăна валли ятарласа эскиз пек ăсталанă портречĕсене «шурă пир çине ниепле те куçарайман». Ÿкерĕнмен картина халĕ те Корин музейĕнче - Мускаври Третьяков галерейин филиалĕнче - упранать. Мĕншĕн пуçланă ĕçе вĕçне çитереймен-ха художник. Сăлтавĕсем çителĕклех пулнă-тăр... «Хаяр та шелсĕр тулаш сăлтавсем...»

Прасковья Тихоновнăпа Павел Дмитриевич чăннипех тĕлĕнмелле çынсем пулнă. Палăртнă çултан пăрăнмасăр, пултарулăха чунтан парăнса, чăрмавсене хăюллăн сирсе, ырра шанса пурăннă. Вĕсем чылай картинăна реставрацилесе çăлса хăварнă. Çемье телейне ĕмĕр тăршшĕпе упрама, пĕр-пĕриншĕн шанчăклă пулăшакан та çывăх тус пулма вара мăшăра ĕненÿ пулăшнă. Хăйсен пурнăçĕпе, ĕçĕсемпе чи пысăк хисепе тивĕç Коринсем. «Сар хĕвел хĕрелсен» документлă повесть, эппин, искусствăпа таса туйăм гимнĕ пек янăратăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4