Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ районта мартăн 21-мĕшĕнче иртрĕ. Информаци кунĕнче сÿтсе явакан ыйтусем ку хутĕнче çĕршывра пурăнакан кашни çынна пырса тивекеннисем пулчĕç. Ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусенче Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвне тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар тухасран асăрханасси пирки те сăмах пулчĕ.
Пĕрлехи информаци кунне ирттерме района Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ушкăн шутĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Александр Федотов, республика çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Александр Ефремов, юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Игорь Михайлов, РФ Юстици министерствин суд экспертизин федераци бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи лабораторийĕн пуçлăхĕ Алексей Морозов пулчĕç.
Ушкăнсен представителĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тиофеевпа тĕл пулнă хыççăн çула тухрĕç. Пĕрремĕш ушкăн шутĕнче Вениамин Петровпа район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Ольга Тимофеева пулчĕç. Тĕл пулусем Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнче иртрĕç. Москассинчи вăтам шкулта, кунти «Колокольчик» ача садĕнче йĕркеленĕ тĕл пулусене çавăн пекех Москакасси ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов хутшăнчĕ.
Республика представителĕ Вениамин Петров Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинче тĕплĕ чарăнчĕ, Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансене хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçласа суйлава активлă хутшăннăшăн, хăйсен шухăш-кăмăлне уççăн палăртма кăмăл тунăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕ.
Ку чăннипех те çапла. Москакассисем суйлава хутшăнассипе районта ытти ял тăрăхĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта. Турайсемпе Хорнуйсем кăна ку енĕпе иртсе кайма пултарнă. Владимир Путин кандидатшăн сасăлассипе вара вĕсем Шетмĕпуç ял тăрăхĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта.
Вениамин Иванович палăртнă тăрăх, хăш-пĕр ют çĕршывсем ура хума хăтланнине пăхмасăрах РФ Президенчĕн суйлавĕ пĕтĕм çĕршыв шайĕнчех нихăçанхинчен те йĕркеллĕрех иртнĕ. Çакă Президент суйлавне хутшăнма кăмăл тунисен йышĕ унчченхи суйлавсемпе танлаштарсан чи массăллăраххи пулнинчен, 77 процента яхăн çĕршыв Президенчĕ тытса пыракан çул-йĕре ырласа йышăннинчен те лайăх курăнать. Республика кăтартăвĕсем Раççей шайĕнче, район кăтартăвĕсем республика шайĕнче лайăххисен шутĕнче.
Вениамин Петров РФ Президенчĕн инагурацийĕ майăн 7-мĕшĕнче пуласси пирки каларĕ. Хыççăн вара ялти çул-йĕр строительствине аталантарассипе, вĕренÿпе тата сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă указсемпе хушусем те пулма кирлĕ.
Тĕл пулусенче Вениамин Иванович пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене те тивĕçлĕ вырăн уйăрчĕ. Ăнсăртран мар. Республикăра çак тапхăрта 195 пушар пулнă та ĕнтĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 15,4 процент нумайрах. Пушарсенче 16 çыннăн пурнăçĕ татăлнă пулсан, вĕсенчен 10-шĕ ÿсĕрле пирус туртнă иккен. Çавăнпа килти çурт-йĕре страхласси, килĕрен огнетушитель тытасси пирки манма юрамасть.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов ял тăрăхĕн территорийĕнче иртнĕ çул туса ирттерме май килнĕ ĕçсем çинче чарăнчĕ, ял çыннисене явăçтарса урамсенче ытларах çĕрте электроэнергие перекетлеме май паракан хунарсем вырнаçтарса тухма май килни пирки каларĕ, пĕрле ăнланса ĕçлесе пынăшăн ял çыннисене тав турĕ.
Коллективсемпе тĕл пулнă чухне учительсен ĕç укçине республикăри вăтам шая çити ÿстересси, ялти учительсене ĕç укçи çумне хушса тÿлесси, пĕтĕмĕшле врач практикин Москакассинчи офисĕнче ĕçлеме терапевт тупасси пирки ыйтусем çĕклекенсем пулчĕç. Вениамин Петров ыйтусене пурне те шута илме, хуравсем пама шантарчĕ.
Пушар хуралĕн ĕçченĕсем тата ВДПО членĕсем шкул ачисен палламан çынсемпе хăйсене мĕнле тытмалли, мĕнрен асăрханмалли пирки çав кун Москакасси шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе черетлĕ заняти ирттерчĕç. Инсценировка мелĕпе йĕркеленĕ занятие ачасем кăмăлласа йышăнни палăрчĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.
Сентябрь 2026 |
