Мартăн 18-мĕшĕнче Муркаш район çыннисем, мĕн пур Раççей халăхĕ пекех, РФ Президенчĕн суйлавне пысăк пуçарулăхпа хутшăнчĕç. Ял çыннисене гражданла яваплăха туйни, çĕршыв пуласлăхĕ пирки шутлани активлă сасăлама хистерĕ.
Муркашсем те, анлă çĕршыври ытти регионсенче пурăнакансем пекех, Владимир Путин кандидатшăн хăйсен сассисене пачĕç. Çапла майпа çĕршыв лидерне шаннине çирĕплетрĕç.
Аяларах çĕршыв, республика, район шайĕнчи суйлавсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштаратпăр. Малтанхи кăтартусене суйлав комиссийĕсен материалĕсенчен илнĕ.
Çĕршывра сасăланă
Владимир Путиншăн – 76,69 процент,
Павел Грудининшăн – 11,77 процент,
Владимир Жириновскийшăн – 5,65 процент,
Ксения Собчакшăн – 1,68 процент,
Григорий Явлинскийшăн – 1,05 процент,
Борис Титовшăн – 0,76 процент,
Максим Сурайкиншăн – 0,68 процент,
Сергей Бабуриншăн – 0,65 процент.
Суйлава хутшăннă – 67,49 процент.
Республикăра сасăланă
Владимир Путиншăн – 77,29 процент,
Павел Грудининшăн – 12,3 процент,
Владимир Жириновскийшăн – 5,29 процент,
Ксения Собчакшăн – 1,36 процент,
Максим Сурайкиншăн – 0,7 процент,
Борис Титовшăн – 0,57 процент,
Григорий Явлинскийшăн – 0,56 процент,
Сергей Бабуриншăн – 0,53 процент.
Суйлава хутшăннă – 76,23 процент.
Районта сасăланă
Владимир Путиншăн – 79,02 процент,
Павел Грудининшăн – 11,32 процент,
Владимир Жириновскийшăн – 5,72 процент,
Ксения Собчакшăн – 0,98 процент,
Максим Сурайкиншăн – 0,55 процент,
Сергей Бабуриншăн – 0,46 процент,
Борис Титовшăн – 0,43 процент,
Григорий Явлинскийшăн – 0,29 процент.
Суйлава хутшăннă – 93,40 процент.
Редакция
Сентябрь 2026 |
