Паян Муркаш урамĕсенче халăх ĕç кунĕнчи пекех йышлă. Аслисем те, çамрăксем те – пурте суйлав участокĕсене васкаççĕ.
Эпĕ «Сывлăх» спорт шкулĕнче вырнаçнă 1201 номерлĕ суйлав участокне çитрĕм. Кунта ял çыннисене сасăлама мĕн пур услови туса панă. Комисси членĕсене ĕçлеме те меллĕ. Фойере хăтлă. Вăрттăн сасăлама тăватă кабина вырнаçтарнă. Сасăлама пынисене комисси членĕсем лайăх кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Вĕсене хирĕç сăнавçăсем вырнаçнă. Сăнавçăсем те суйлав лайăх иртнине палăртрĕç.
Суйлав участок комиссийĕн председателĕ Тамара Мешкова каланă тăрăх, муркашсем суйлава питĕ активлă килеççĕ. (Сăмах май, вăл суйлав ирттерме нумай çул хутшăнать).Кун пеккине Тамра Алексеевна астумасть те иккен. Кăнтăрла çитмен пулин те суйлавçăсем çуррине яхăн сасăлама ĕлкĕрнĕ те.
Суйлав участокĕнче Алевтинăпа Вячеслав Хлашевсене тĕл пултăм.
- Хамăр сасăсене лайăх пурнăçшăн патăмăр, - терĕç хисеплĕ ветерансем. Хăйсем пысăк кăмăлпах сасăланине палăртса.
Паян çамрăксем те активлă сасăлаççĕ. Вĕсем хушшинче Иринăпа Владимир Чайкинсем те пур. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, туслă мăшăр икĕ ывăл ÿстерет.
- Паян эпир хамăрăн тата ачасен пуласлăхшăн сасăлатпăр, - терĕç вĕсем бюллетеньсене ещĕксене янă май.
Муркаш районĕнче паян 51 суйлав участокĕ ĕçлет. Суйлавçăсем районĕпех пысăк пуçарулăхпа сасăлаççĕ.
Сентябрь 2026 |
