Январĕн 6-мĕшĕнче 11 сехетре Муркашра «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи лапамра «Чăваш Ен тăрăх Çĕнĕ çулхи çул çÿреве» уяв мероприятийĕ пуçланчĕ.
Çанталăк сиввине пăхмасăр уява ял тăрăхĕсенчен Хĕл Мучисемпе Юр Пикесем, тĕрлĕ юмахсенчи чĕрчунсем килсе çитнĕ. Курма килнисем те уявра чылаййăн пулчĕç. Вĕсем чăрăш тавра карталанса тăрса юрларĕç, ташларĕç, тĕрлĕ конкурссенче ăмăртрĕç.
Хĕл Мучисемпе Юр Пикесем килнисене тутлă кучченеçсемпе сăйларĕç.
Акă Муркашра пурăнакан Н. Петрова уява икĕ мăнукĕпе тухнă. Мăнукĕсем кукамăшĕ патне хăнана Мускавран килнĕ иккен.
- Сивĕ çанталăк та хăратмарĕ пире, - тет Нина Петрова, - чăрăш тавра çынсем пухăннине курсан эпир те хваттерте лараймарăмăр, хаваспах кунта килтĕмĕр.
Муркаш районĕнче «Чăваш Ен тăрăх çĕнĕ çулхи çул çÿреве» акци виçинче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.
«Сывлăх» спорт комплексĕнче чи вăйлă 4 команда волейболла выляса ăмăртаççĕ. Ку йăлана кĕнĕ турнир. Вăл çулленех Раштав умĕн иртет. «Райбыт», «Метпласт», «Ярабай», «Оринин» командăсем тĕл пулаççĕ.
Сăмах май, «Сывлăхра» çак кунсенче ачасем те, аслисем те йышлă. Шкул ачисен командисем уяв кунĕсенче баскетболла выляса ăмăртрĕç. Январĕн 4-5-мĕшĕсенче кунтах районти Çамрăксен парламенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн волейболла вылярĕç. Çапла, «Сывлăхри» спорт залĕсем те, бассейн та пушă тăмаççĕ.
Тури чăвашсен музейĕнче «Ачалăха - Çĕнĕ çулхи çул çÿрев» курав уçăлчĕ. Кунтах «Раштав ангелĕ» мастер-класс ирттереççĕ.
Юнашарти А. Николаев ячĕпе хисепленекен ача-пăча библиотекинче уяв открытки тума вĕренекенсем пуçтарăннă.
Районти Ваçкассинчи Н. Никольский музейĕнче вара Сурхури уявĕ пулать. Йÿçкассинчи Ф. Васильев музейĕнче «Раштав ангелĕ» мастер-класс ирттереççĕ.
Сăмах май, «Чăваш Ен тăрăх Çĕнĕ çулхи çул çÿреве» проекта кăçал республикăри пилĕк хулапа район хутшăнать: Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкарпа Муркаш районĕсем. Çĕнĕ çулхи çул çÿреве пурне те йыхравлаççĕ.
Çапла, Муркаш тăрăхĕнче уяв кунĕсем хаваслă та усăллă иртеççĕ. Кашниех хăйне валли килĕшнине суйлама пултарать.
Сентябрь 2026 |
