Паттăрлăх урокĕсем: Герой партти

Категория: Главные новости Опубликовано: 09.12.2020, 16:55 Просмотров: 361

 

Тăван çĕршыв сыхлавĕнче пулнисем, приказа пурнăçласа çамрăклах вут-çулăма кĕнисем хăйсен пурнăçĕпе питех паллаштарма тăрăшмаççĕ. Калаçмалла пулсан та, вĕсем хумханни тата куçĕсем шывланни пĕрре пăхсах куç умне пулать.

Раççейре Тăван çĕршыв Геройĕсене чысласси çулсерен вăй илсе пырать. 2007 çултанпа ăна раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче уявласси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал çак кун пирĕн районшăн хăйне евĕр ырă ĕçпе паллă пулса юлчĕ: Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Герой парттине уçрĕç. Çав кунччен кунашкал парттăсем Муркашри, Чуманкассинчи, Ярапайкассинчи, Çатракассинчи вăтам пĕлÿ паракан шкулсенче вырăн тупнăччĕ пулсан, малашне вĕсен йышĕнче шетмĕпуçсем те пулĕç.

- Раççей Геройĕн кунĕ пирĕншĕн уйрăм пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çак уявра эпир çулленех хамăр шкулта вĕреннĕ, çĕршыв приказне пурнăçласа Çурçĕр Кавказ регионĕнче саккунсăр хĕçпăшалланнă вăйсене пĕтерме хутшăнса Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ Евгений Борисова аса илетпĕр. Район администрацийĕ тата Муркашпа Элĕк районĕсен çар комиссарĕ В. Казаков кăçал Евгений Германович ячĕпе шкулта Герой парттине уçма сĕннине эпир ырласа йышăнтăмăр. Çак проекта пурнăçа кĕртессипе çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Паян ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма шкулта ĕçлекенсем те, вĕренекенсем те хатĕр, - терĕ савăнăçлă линейкăра шкул директорĕ Николай Степанов.

 

 

Район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн председателĕ И. Николаев хăйĕн сăмахĕнче иртнине манманни те, хамăр ентешсен паттăрлăхне асра тытни те паттăрлăх пулнине палăртрĕ.

Муркашпа Элĕк районĕсен çар комиссарĕ В. Казаков Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Герой парттине уçни шкулта вĕренекенсемшĕн ырă ăнтăлу пуласса шаннине пĕлтерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнипе кăçал районта туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнчĕ. «Эсир тăрăшуллă пулса Герой парттине уçни çак ĕçĕн черетлĕ утăмĕ пулса тăрать. Паттăрлăх валли вара яланах вырăн пур. Çакна сирĕн паянхи ĕç те çирĕплетет», - терĕ Ростислав Николаевич.

 

 

- Аслă ăрурисен паттăрлăхне кура вĕренÿре, спортра, тĕрлĕ конкурсра пуçаруллă та маттур пулса хăвăрăн ырă енĕрсене кăтартни - сирĕн паянхи паттăрлăх, - терĕ ачасене шкул пурнăçĕнче тăрăшулăх сунса районти вĕрентÿ, çамрăксен политикипе спорт пайон ертÿçи З. Дипломатова.

Хăйне сăмах парсан Раççей Геройĕ Евгений Борисов пухăннисене СССР, Раççей Геройĕсемпе, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсемпе паллаштарчĕ, хăй службăра тăнине, çапăçура пĕрле пулнисене, киле сывă таврăнайманнисене аса илчĕ. Партта хушшине пуринчен малтан хăйĕн вĕрентекенне А. Степановăна ларма чĕнчĕ.

Герой партти шкул пурнăçне малалла уттарасса пурте ĕненчĕç. Партта çинчен Раçей Федерацийĕн Президенчĕпе Владимир Путинпа Раççей Геройĕ Евгений Борисов кăмăллăн пăхни ун хушшине ларакана татах та тăрăшуллăрах вĕренме хистĕ. Унта ларма вара тăрăшса пĕлÿ пухни тата шкул пурнăçĕнче активлă пулни кирлĕ. Чи малтан Герой партти хушшине ларма çак кун 9 класра вĕренекен О. Красновпа 5 класра ăс пухакан Е. Семенова тивĕçрĕç.

 

 

 

Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Герой парттине уçни тĕрлĕ ăрури çынсем пĕр пĕринпе туслă çыхăну тытнине çирĕплетет. Ку вара кшнинех малтуртăмлă утăм тумалли тĕкĕ пулса тăрать, çамрăксене ÿсĕм çулĕпе пыма хавхалантарать.

- Сирĕн кунта вĕренме пур условисем те çителĕклĕ. Вĕренĕр, çителĕклĕ ăс пухăр. Çĕршывăмăра тарăн пĕлÿллĕ специалистсем кирлĕ. Хăвăр пĕлĕвĕрпе тивĕçлĕ усă курма пултарни сирĕн умри пĕрремĕш паттăрлăх. Сирĕн çакна тумаллах, - терĕ шкулпа сывпуллашнă май ачасене вĕренме, учительсене ĕçлеме ырă сунса Раççей Геройĕ Евгений Германович Борисов.

 

 

 

Паттăр каланă сăмахсене çамрăксем тĕрĕс ăнланĕç тесе шутлатăп. Çĕршыва юратасси ача садĕнчен, юратнă шкултан, атте-аннепе вĕрентекенсене итленинчен тата вĕсене хисепленинчен, тарăн пĕлÿ илессишĕн тăрăшнинчен пуçланать. Çакна шута илсе шкулта вĕренекенĕн паян çанă тавăрса пĕлÿ пухмалла, спортпа туслă пулса хул-çурăма пиçĕхтермелле. Çавăн чухне çеç пурăна-киле аслă ăрусем умĕнче пит хĕретмелле пулмĕ.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.  

 

 

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4