Граждансене йышăнмалли пĕтĕм республика кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 30.11.2020, 09:05 Просмотров: 245

Чăваш Республикин Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнĕ ятпа ноябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енре граждансене йышăнмалли пĕтĕм республика кунĕ иртет. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи общество канашĕ тунă пуçарăва Олег Николаев ырласа йышăннă.
Çапла вара ноябрĕн 30-мĕшĕнче 12 сехетрен тытăнса 20 сехетчен граждансене республика ĕç тăвакан влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен уполномоченнăй çыннисем йышăнаççĕ. Çынсен хăйсен ыйтăвĕсене видео- тата аудиоçыхăну мелĕсемпе те пĕлтерме май пулать.
Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «COVID-19» коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарас тĕллевпе çав кун районта граждансене йышăнассине дистанци мелĕпе аудиоçыхăну урлă кăна йĕркелеççĕ. Йышăну 12 сехетрен тытăнса 20 сехетчен иртет. 8-835-41-62-2-36, 8-835-41-62-6-47 телефонсемпе тата видеоконференци çыхăну мелĕпе граждансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев йышăнать.
Вырăнсенче граждансене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем йышăнаççĕ. Вĕсемпе аудиоçыхăну мелĕпе çак телефонсемпе çыхăнмалла:
8-835-41-61-5-46 (Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Александрович Волков);
8-835-41-69-1-13 (Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Наталья Анатольевна Мареева);
8-835-41-66-7-33 (Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Марина Вячеславовна Соколова);
8-835-41-65-3-01 (Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олеся Владимировна Ельникова);
8-835-41-62-8-32 (Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Валерьевич Мясников);
8-835-41-66-4-00 (Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Денис Валерьевич Кириллов);
8-835-41-60-0-97 (Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентина Юрьевна Пушкова);
8-835-41-68-3-53 (Çатракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Надежда Геннадьевна Никитина);
8-835-41-64-2-24 (Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Витальевич Орлов);
8-835-41-62-1-44 (Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Манефа Валериановна Колесникова);
8-835-41-61-2-00 (Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Валерианович Белов);
8-835-41-68-6-04 (Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Арефьевич Васильев);
8-835-41-69-8-07 (Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Николаевна Илугина);
8-835-41-60-7-51 (Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Николаевич Кузьмин);
8-835-41-67-3-06 (Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олимпиада Михайловна Веселова);
8-835-41-64-7-07 (Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Валериевна Сютейкина).


В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1