РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертÿçи Ирина Гришина хутшăннипе «тÿрĕ лини» пулчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 01.10.2020, 14:47 Просмотров: 443



Ватă çынсен кунĕ умĕн, сентябрĕн 30-мĕшĕнче, район хаçачĕн редакцийĕнче РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертÿçи Ирина Гришина хутшăннипе «тÿрĕ лини» пулчĕ. Пенси ыйтăвĕпе кăсăкланакансем телефонпа шăнкăравласа ыйтусем пама пултарчĕç, асăннă служба представителĕ вĕсем çине тĕплĕн хуравларĕ.

Пĕрремĕш ыйту: «Мана пенси почтальон киле пырсах парать. Питĕ меллĕ. Муркаш тăрăх чупса çÿреместĕп. Уйрăмах коронавирус пур вăхăтра. Анчах та малашне «Мир» картта çине куçмалла пулать теççĕ. Маншăн почтальон киле килсе паниех лайăх. Ăнлантарса пама ыйтатăп».

Енчен те тĕрлĕ пособие, вăл шутра пенси тÿлевне те, унччен ют çĕршыв тÿлев системин карттисемпе (Visa, MasterCard) илсе тăнă пулсан, малашне вĕсем «МИР» картта çине куçса унпа усă курма тытăнĕç. Çавна май патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ чылай социаллă пулăшу тÿлевĕ наци системи урлă пулса пыма пуçлать. Пособисене перекет кĕнеки çине е почта урлă илсе тăракансене ку çĕнĕлĕх пырса тивмест.

Иккĕмĕш ыйту: «Çитес çулта пенси виçи ÿсет-и?».

Пенсисене 2021 çулта 6,3 процент шайĕнче индексацилеме палăртаççĕ.

Виççĕмĕш ыйту: «Мĕншĕн ĕçлекен пенсионерăн пенсине индексацилемеççĕ?».

Августра индексаци пулнă, ÿсĕм ĕçлекен пенсионерсене кăна пырса тивнĕ. Унăн калăпăшĕ ĕçлекен пенсионерăн 2019 çулхи ĕç укçи виçинчен, апла пулсан ĕç паракан уншăн тÿлесе тăнă страховани взносĕнчен тата пенси балĕн шутĕнчен килет. Федераци саккунĕпе вара ÿсĕм чи нумаййи 3 пенси балĕнчен ытла пулма пултараймасть.

Тăваттăмĕш ыйту: «Соцпакет е укçа тÿлевне суйлас пулсан кашни çулах заявлени çырмалла-и?».

Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен, енчен те вĕсем 2021 çулта социаллă услугăсем вырăнне укçа илсе тăма тытăнасшăн пулсан е тата укçа вырăнне социаллă услугăсене илсе тăрасшăн пулсан кăна октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла пулнă. Енчен те нимĕнле улшăну та кĕртес темесен заявлени çырмалла мар, ку ĕç 2018 çулта çырнă заявление тĕпе хурса пулса пырать.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4