Патшалăх тата общество паллă деятелĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Петр Васильевич Ивантаев авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.
Петр Васильевич Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сорăм ялĕнче 1941 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1964 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Октябрь» колхозра агрономра ĕçленĕ. Çав çулах Совет çарне кайнă. Унтан таврăнсан ял хуçалăх управленийĕнче агрономра тăрăшнă, икĕ уйăхран ăна «Октябрь» колхоз председательне суйланă. 1973 çулта ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Тепĕр 4 çултан КПСС Чăваш обкомĕн ял хуçалăх уйрăмĕн инструкторне, кайран «Чувашхмельпром» прозводство пĕрлешĕвĕн пуçлăхне суйланнă. 1981 çулхи раштав уйăхĕнче Петр Ивантаева КПСС Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарьне çирĕплетнĕ. 1984 çулта АПК ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш обкомĕн председателĕнче ĕçлеме тытăннă. 1994 - 1998 çулсенче - ЧР профсоюз канашĕн председателĕ. 1998 çултанпа Республика Правительствин председателĕн пĕрремĕш çумĕ, 2000 - 2002 çулсенче - Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ - ЧР ял хуçалăхĕн министрĕ. Каярах ЧР Президенчĕн советникĕнче, «Шупашкар аш-какай кимбиначĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕнче тăрăшнă.
Петр Васильевич Ивантаев Чăваш наци конгресне йĕркелесе янăранпах унăн ĕçне хастар хутшăнса йĕркелесе пынă. Яваплăха çирĕп туйса, халăх пуласлăхĕшĕн чĕререн çунса, вăйне шеллемесĕр тăрăшрĕ. ЧНК вице-президенчĕ пулнă май саккун тĕлĕшĕпе тумалли ĕçсене хăй çине илетчĕ.
Уйăх каялла çеç Петр Ивантаев конгресăн ытти хастарĕпе пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн аллинчен Чăваш автономийĕн 100 çулне халалланă юбилейлă медальне илме тивĕçлĕ пулнă.
Петр Васильевич чир амакне çĕнтереймен, яланлăхах куçне хупнă. Унăн ырă ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр чăваш халăхĕн асĕнче упранĕ.
Чăваш наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕ.
Сентябрь 2026 |
