Исетерккĕсем малашлăха шанса сасăлаççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 13.09.2020, 13:15 Просмотров: 371

 

 

Исетерккĕ Тăрăхне Муркаш районĕнче çеç мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Кунта Совет Союзĕн Геройĕ Григорий Алексеевич Алексеев çуралнă.

1943 çулхи октябрь уйăхĕнче Григорий Алексеевич Алексеев красноармеец Днепр юханшывĕ урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартнă. Çавăншăн ăна çак пысăк ята панă. Ентешĕсем паттăра манмаççĕ. Исетерккĕри тĕп урама унăн ятне панă.

Паллах, Исетерккĕ тăрăхĕнче пурăнакан çынсем те суйлава пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ. 1236 номерлĕ суйлав участокĕн ертÿçи Ангелина Белова каланă тăрăх, сасăлакансем йышлă.

Участокра пĕтĕмпе 275 суйлавçăна регистрациленĕ. 12 сехете вĕсенчен 177 суйлавçă сасăлама ĕлкĕрнĕ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4