10 сехет тĕлне Москакасси суйлав участокĕнче суйлавçĕсен 78 проценчĕ сасăланă

Категория: Главные новости Опубликовано: 13.09.2020, 11:06 Просмотров: 414

 

Москакасси тăрăхĕнче пуçаруллă çынсем пурăнаççĕ. Кунта çуллен пуçарулăх бюджечĕпе чылай проект пурнăçа кĕртеççĕ. Тавралăха тирпейлессипе те сахал мар ĕç тăваççĕ. Культура пурнăçĕ те кунта вĕресе тăрать. Паллах, ку тăрăхри çынсем суйлава та активлă хутшăнаççĕ.

Сăмах пирĕн пуласлăх пирки пырать, теççĕ вĕсем. Çавăнпа та çакăн пек пĕлтерĕшлĕ политика пулăмне вĕсем хутшăнмасăр тăма пултараймаççĕ.

1218 номерлĕ суйлав участокĕн ертÿçи Рената Ивановна Сибякова суйлавçăсем пуçаруллă пулнине палăртать. Ответлăха туяççĕ вĕсем, активлăн сасăлаççĕ тет вăл.

 

 

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче 10 сехет тĕлне Москакасси суйлав участокĕнче суйлавçĕсен 78 проценчĕ сасăланă та ĕнтĕ. Суйлав участокĕ пысăк. Пĕтĕмпе участокра 857 суйлавçă регистрациленĕ, хальлĕхе вĕсенчен 667-шĕ сасăлама ĕлкĕрнĕ.

Суйлав участокĕн ертÿçи Рената Ивановна Сибякова каланă тăрăх, паян вĕсем участока чылай суйлавçĕ килессе шанаççĕ. Вырăнсене тухса сасăлассине те йĕркеленĕ.

 

 

 

Сасăлав малалла пырать. Эсир те, хисеплĕ ентешсем, суйлав участокĕсене çитсе килме тăрăшăр. Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ политика пулăмне хутшăнмасăр ан юлăр.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4