«Çитес вăхăтра пире пысăк улшăнусем кĕтеççĕ»

Категория: Главные новости Опубликовано: 02.09.2020, 08:17 Просмотров: 466

 

 НИКОЛАЕВ М.А. compress85

 

Хальхи вăхăтра коллективсенче регионăн çитес пилĕк çуллăхри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн Комплекслă программине пур енлĕн те анлăн сÿтсе яваççĕ. Çакна ăнланмалла та. Мĕншĕн тесен ку вăл тезиссен программи мар. Комплекслă программăра конкретлă мероприятисем, конкретлă ĕçсемпе задачăсем пирки сăмах пырать. Вĕсене кашни муниципалитет валли уйрăммăн палăртнă. Çитменнине пилĕк çуллăх аталану программине республика саккунĕ шайĕнче çирĕплетеççĕ. Малашлăх программинче палăртнă мероприятисем пирĕнтен кашнинех пырса тивеççĕ.

Ахăртнех, Комплекслă программăна Олег Николаевăн Халăх штабĕнче те сÿтсе яваççĕ. Асăннă программăна шăпах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн пуçарăвĕпе тата вăл ертсе пынипе туса хатĕрленĕ вĕт-ха.

Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕпе, çамрăксен район канашĕн членĕпе, кунпа пĕрлех Олег Николаевăн Халăх штабĕн членĕпе Михаил НИКОЛАЕВПА тĕл пулнă май, республикăн 2020 - 2025 çулсенчи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн Комплекслă программи пирки сăмах пуçартăм.

 

- Михаил Анатольевич, Комплекслă программа пирки мĕн калас кăмăл пур?

- Олег Николаев республикăна мĕнле тапхăрта ертсе пыма тытăннине пурте лайăх астăватпăр. Экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ чакса кайнă, çынсен пурнăç шайĕпе республика Раççей регионĕсем хушшинче чи кайрисенчен пĕри, çитменнине тата коронавирус инфекцийĕ ура хучĕ. Республика ертÿçи вара çакăн пек кăткăс лару-тăрура региона кризисран кăлармалли конкретлă ĕçсен программине сĕнчĕ. Республика малашлăхĕшĕн чăннипех те хăйсенчен мĕн килнине тума хатĕррисене пухса Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн Комплекслă программине хатĕрлерĕç. Тĕрĕссипе ку вăл Олег Николаевăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлав программи пулса тăрать тесе шухăшлатăп.

Программăра кашни районпа хула округĕ валли хăйне уйрăм пай хатĕрленĕ: экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тишкернĕ, тĕп проблемăсене палăртнă, вĕсене татса памалли çул-йĕре уçăмлатнă, мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ, мĕнле çăл куçсенчен уйăрмаллине те асăннă. Вырăнсенче инфраструктурăна аталантарассин проекчĕсене палăртнă, кунпа пĕрлех коммерци проекчĕсем те пур. Проектсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕне федераци тата республика бюджечĕсенчен те сахал мар уйăрма пăхнă, кунпа пĕрлех бюджетпа çыхăнман çăл куçсенчен те укçа-тенкĕ явăçтарма палăртаççĕ.

- Пирĕн района илес пулсан, Комплекслă программăна кĕртнĕ мĕнле проектсене уйрăммăн палăртса хăварма шухăш пур?

- Уйрăмах палăрăмлă самант - район умĕнче вуншар çул хушши чи пĕлтерĕшлисем шутĕнче тесе шутланса тăнă ыйтусене çитес пилĕк çуллăхра татса пама май пуласси. Акă сывлăх сыхлавĕн сферинех илер. Куратпăр, районта çĕнĕ ФАП-сем те тăваççĕ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем те çуллен ирттереççĕ, больницăсем хальхи çĕнĕ оборудованисемпе те пуянланса пыраççĕ. Апла пулин те тĕп ыйту - Муркаш район тĕп больницин поликлиникин çĕнĕ çуртне тăвасси ку таранччен вырăнтан тапранаймарĕ. Ыйтăва тĕрлĕ шайри яваплă çынсем умĕнче, вăл шутра Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем умĕнче çĕклени те пулăшаймарĕ. Район больницине сипленме çÿрекенсен ку таранччен поликлиникăн хĕсĕк коридорĕсенчех тухтăрсен кабинечĕсем умĕнче тĕркĕшме тивет.

Тинех лав вырăнтан тапранать. Программăпа килĕшÿллĕн районăн сывлăх сыхлав сферине 2022 - 2024 çулсенче 398 млн ытла тенкĕ хываççĕ. Вăл шутран федераци тÿпи - 378,83 млн тенкĕ. Çав тапхăрта районта Муркаш район больницин çĕнĕ поликлиникине те хута яма май килĕ, кунсăр пуçне çĕнĕ ФАП-сем те ĕçлеме тытăнĕç.

- Федераци шайĕнчен пысăк укçа-тенкĕ уйăрнипе çитес вăхăтра татса пама май килекен ытти сферăри пĕлтерĕшлĕ мĕнле ĕçсене асăнма пултаратăр?

- Хальхи вăхăтра кирек епле объект çĕклесси те пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавна пулах район центрĕнче çĕнĕ Культура çуртне тăвасси те ĕмĕтре кăна пулнă. Тĕрĕссипе хальхи Культура çурчĕ район центрне илем кÿмест. Çĕннине тума тахçанах вăхăт çитнĕ. Район центрĕнчинчен хăтлăрах та илемлĕрех икшер хутлă капмар кульурăпа кану центрĕсем çак вăхăта районти уйрăм ялсенче те пĕрре кăна мар. Паян вара çирĕплетсех калама пултаратпăр: 300 вырăнлă çĕнĕ Культурăпа кану центрĕ Муркашра та пулать. «Культура» наци проекчĕ шайĕнче ăна 2022 - 2023 çулсенче хута яма палăртнă. Пĕтĕмпе кирлĕ 350 млн тенкĕрен 300 млн тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрĕç.

Çывăх малашлăхра пирĕн ял çыннисен пурнăçĕнче пулса иртмелли кун пек ырă улшăну тĕслĕхĕсене татах та асăнма пулать. Вĕсен шутĕнче Кашмашра 2020 - 2021 çулсенче 108 вырăнлă çĕнĕ шкул тăвасси те, çитес çул Шомик шкулĕнче апатланмалли блокпа спортзалăн пристройне хута ярасси те, 2021 - 2022 çулсенче Москакассинче çĕнĕ ача сачĕ çĕклесси те, «Экологи» наци проекчĕ шайĕнче 2022 - 2023 çулсенче Ивановка ялĕ патĕнчи çÿп-çап полигонĕн иккĕмĕш черетне тăвасси те.

Нумай ачаллă çемьесем валли харпăр хăйĕн çурт-йĕрне çĕклеме тÿлевсĕр уйăрса панă çĕр участокĕсенче инфраструктура объекчĕсем тăвассипе, канализаци сечĕсемпе тасатмалли сооруженисем, ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерме шыв пăрăхĕсем хывассипе те палăртнă ĕçсем калăпăшлă.

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче пирĕн республикăн çĕнĕ ертÿçине суйламалла пулать. Эпир, чăвашсем, çынна унăн сăн-питне е хитре калаçнине кура мар, унăн ĕçĕ тăрăх хаклама хăнăхнă. Çак кĕске тапхăр хушшинче Олег Николаев ял çыннишĕн туса ирттерме ĕлкĕрнĕ пуçаруллă ĕçсене те пĕрре кăна мар курма ĕлкĕртĕмĕр ĕнтĕ. Çитменнине унсăр пуçне республикăна аталантармалли кун пек калăпăшлă программăна сĕнекен пулмарĕ. Çавăнпа та эпир суйлавра конкретлă уйрăм çыншăн мар, малашлăх атланăвĕн программишĕн сасăлăпăр.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4