Маска хывма вăхăт çитмен

Категория: Главные новости Опубликовано: 24.07.2020, 14:10 Просмотров: 372

Чăваш Республика территорийĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарассипе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ эрнекун пулчĕ. Унта республикăн сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов регионта COVID–19 чирпе чирлени çинчен калакан информаципе паллаштарнă.

«Республикăра инфекци сарăлнин коэффициенчĕ 0,83-пе танлашать, пушă койка фончĕ - 101,9 процент, тестсем ирттернин кăтартăвĕ 100 пин çын пуçне 90,9 процент чухлĕ. Ку позицие тытса тăратпăр», - палăртнă Чăваш Ен сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов.

Çапах та, унчченхи ларура палăртнă тăрăх, коронавируспа чирлессин кăтартăвĕ 14 районта республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах. Республикăн «коронавирус карттине» сăнасан, Муркаш районĕ те çак шута кĕнине курма пулать.

Сăмах май, район тĕп больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 24-мĕшĕ тĕлне Муркаш районĕнче коронавируспа чирленисен шучĕ 199 çынна çитнĕ. Ку таранччен 169 çын сипленсе тухнă, 5 çын çак ÿпке шыççипе вилнĕ.

Куратпăр, лару-тăру кăткăс. Чирлекенсем сахал маррине тата инфекци хăрушлăхне шута илсен обществăлла вырăнсенче, суту-илÿ объекчĕсенче социаллă дистанцие пăхăнасси, маска тăхнасси хальлĕхе хăйĕн çивĕчлĕхне нимĕн чухлĕ те çухатман. Апла пулин те лавккара, пасарта, ытти обществăлла вырăнта маска тăхăнман çынсем те пур. Инфекци ернине вара çын пур чухне туймасан та пултарнине калаççĕ врачсем. Апла пулсан ыттисемшĕн хăрушлăх пуррине те пĕлмесĕрех юлма пулать. Çавăнпа та сыхланмаллах.  

Лару-тăрăва контрольте тытас тĕллевпе районти мобильлĕ ушкăнсем обществăлла транспортра, суту-илÿ объекчĕсемпе ытти предприятисенче хăрушсăрлăх мерисене тата санитари йĕркине пăхăннине тĕрĕслесе тăраççĕ, çынсемпе ăнлантару калаçăвĕсем ирттереççĕ. Çак тĕрĕслевсене пăрахăçлама та хальлĕхе сăлтав çук - санитари йĕркине пăснă фактсем сахал мар. Кăна иртнĕ кунсенчи тĕрĕслевсем те çирĕплетсе параççĕ.

Санитари йĕркине пăхăнас вăхăт тăсăлса пырать пулин те, йĕркене пăхăнмалла, тимлĕхе çухатмалла мар, унсăрăн инфекцие çĕнтерме çук. Пĕр-пĕрин хушшинче дистанци тытни те вирус сарăлассине асăрхаттарма пулăшать. Пĕтĕмĕшле илсен, алла час-часах супăньпе çумаллине тата дезинфекци хутăшĕпе тасатмаллине асра тытмалла. Пÿлĕме час-час уçăлтармалла тата унта дезинфекци хутăшĕсемпе усă курса тирпейлесе тăмалла. Килтен тухса кĕнĕ хыççăн ним тытиччен малтан алла тата пит-куçа тасатма ан манăр.

Ку тăшман куçа курăнманскер, çавăнпа вăл хăрушă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, Интернетра пурте куратпăр: коронавирусран сиплекен больницăсенче медицина ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ - çамрăксен пурнăçĕшĕн те, ватă çынсен пурнăçĕшĕн те кĕрешеççĕ.

Эпир вара нумайăшĕ коронавируспа чирленисен, сывалнисен шучĕ пирки калакан сводкăсене те малтанхи пек ир-ирех е вĕсенче çĕнĕ даннăйсем вырнаçтарнă хыççăнах тишкерме те пăрахрăмăр. Вирус халĕ нумай çыншăн пĕрремĕш номерлĕ хыпар та мар ĕнтĕ. Хăвăрт иртсе каять тесе шутларăмăр пулĕ те, иртсе каймасть. Пурнăç чăнлăхĕ эпир мĕн шутланипе нумай чух пĕр килмест çав. Çавăнпа та халĕ мĕн пулса иртнине чăннипех те ăнланни кирлĕ. Чăнлăх вара паян маска хывма вăхăт çитменние кăтартса парать.

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4