Суйлав умĕнхи ыйтусемпе

Категория: Главные новости Опубликовано: 07.07.2020, 14:14 Просмотров: 345


Раççей Конституцине кĕртекен тÿрлетÿсем тĕлĕшпе сасăлав иртрĕ кăна-ха, тепĕр паллă событи те çывхарса килет. Кăçал сентябрĕн 13-мĕшĕнче, суйлавăн пĕрлехи кунĕнче, эпир Чăваш Ен Пуçлăхне, çавăн пекех район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене суйлатпăр.


Çавна май ĕнер республикăра çитес суйлавчченхи кампанипе çыхăннă хăш-пĕр ыйтăва сÿтсе яврĕç. Республикăн цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Анисимов тата Тĕп суйлав комисси представителĕ Олег Ефимов республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе тÿрĕ калаçу йĕркелерĕç. Вăл видеоконференцçыхăну мелĕпе иртрĕ.
Суйлавчченхи кампанире халĕ кандидатсене регистрацилес вăхăт пырать, хыççăн вара агитаци тапхăрĕ пуçланмалла. Çак тапхăрта ĕнтĕ кандидатсем суйлавçăсене хăйсем пирки активлăрах пĕлтереççĕ.
Çавна май канашлура республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче кадидатсем пирки калакан информацие пичетлемелли йĕркене сÿтсе яврĕç. Кандидатсем хăйсен  материалĕсене тÿлевлĕ тата тÿлевсĕр майсемпе шăпа туртнипе килĕшÿллĕн пичетлеме пултарнине палăртрĕç. Çак материалсене регистрациленнĕ электрон массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлессин йĕрки пирки те сăмах хускатрĕç.


Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4