Пахчара тĕрлĕ улма-çырла пулса çитнĕ вăхăтра килти хушма хуçалăхра кабачок пĕлтерĕшĕ те палăрмаллах пысăк. 100 грамм кабачокра 24 килокалори, магни, кали, С витамин пурри çак пахча çимĕç çуллахи рационта пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ вырăнта пулмаллине çирĕплетет.
Сĕтел çинче кабачокпа симĕс сухан котлечĕ пулни – кил хуçи хĕрарăмĕн ăсталăхĕ тата çĕнĕлĕхĕ. Кун пек çимĕç сĕтел çине илем кĕртет, хăнасене савăнăç кÿрет. Ăна хатĕрлеме вара вăхăт нумай кирлĕ те мар, кăмăл çеç пултăр.
Кирлĕ:
– 500 грамм çамрăк кабачок хуппипе пĕрле;
– 2 çăмарта;
– тулă е кукуруза çăнăхĕ – 100 грамм;
– симĕс сухан – 30 грамм;
– хăвăра килĕшнĕ чухлĕ тăвар тата хура пăрăç;
– шаритлеме тип çу – 30 грамм.
Котлет хатĕрлесси:
1. Кабачока малтан пысăк терка çинче вĕтетмелле. Ун хыççăн тăвар сапса 5 минутлăха хăвармалла та çак вăхăтра тухнă сĕткене юхтарса илмелле.
2. Симĕс сухана вĕттĕн турамалла. Ăна теркăланă кабачокпа хутăштарнă хыççăн ун çине çăмарта тата çăнăх хушмалла. Çак хутăша пăтратса çăра чуста пек туса çитермелле. Пулнă хутăш çатма çинче çурăлса каймалла мар пултăр.
3. Çатмана вăтам çулăм çинче вĕрилентермелле. Кабачокран хатĕрленĕ хутăша апат кашăкĕпе илсе котлет форми туса унта хумалла. Енчен енне çавăрса ылтăн тĕслĕ пуличчен шаритлемелле. Кун пек ăсталанă котлет – яланах сĕтел илемĕ.
4. Хатĕр котлета турилкке çине кăларса хурса ытлашши çăва юхса сăрхăнма тата сивĕнме май парăр.
Котлет хакĕ тата пахалăхĕ:
– 100 грамм котлетра 85 – 92 килокалори энерги пур;
– Блюдăра клетчатка пуррипе вăл вар- хырăма лайăх тасатать, сухан организма фитонцидсем парать.
Елизавета ВАСИЛЬЕВА.
Август 2026 |
