Шыва кĕмелли вырăнсем тата çула пахалăхлă тăвасси пирки

Категория: Общество Опубликовано: 20.08.2026, 09:10 Просмотров: 24

Муркашра пурăнакан Олег Тарасов редакцие икĕ çыру ярса пачĕ.

Пĕрремĕш çырура автор округра шыва кĕме ятарлă вырăнсем палăртманни çинчен çырать. Иккĕмĕш çырура сăмах Çĕньял Муркаш çăви çине каякан çула юсасси пирки пырать. Икĕ çырăвне те тĕрĕслеме тата тивĕçлĕ мерăсем йышăнма Муркаш округĕн администрацине ярса патăмăр. Халĕ пĕрремĕш çыру патне таврăнар. Автор çырнă тăрăх, пур çĕрте те «Шыва кĕме юрамасть!» текен паллăсем пур. Хывăнса-тăхăнма кабинăсем вырнаçтарман, туалетсем çук, çÿп-çап валли контейнерсем лартман, шыва кĕмелли вырăнсене буйсемпе карман. Администраци панă хуравра çакна палăртнă: округ территоринче официаллă йĕркепе шыва кĕмелли вырăнсем уйăрман. Çакă шыв объекчĕсем санитарипе гигиена нормисене тивĕçтерменнипе çыхăннă. Мĕншĕн тесен пур шыв объекчĕ патне те тискер чĕр чунсемпе килти выльăх-чĕрлĕх ирĕккĕнех пырса çÿрет. Çавăнпа шывăн микробиологи пахалăхĕ требованисене тивĕçтермест. Иккĕмĕш çырура автор çула кюветсăр тунă пирки, кунта ĕçсем чарăнса ларни çинчен çырать. Администраци панă хуравра çакна палăртнă: кунта çĕр ĕçĕсене вĕçленĕ. Виçĕ вырăнта шыв юхмалли пăрăхсем вырнаçтармалла. Малашне хăйăр хумалла, вак чулран никĕс хывмалла тата вак асфальтран çиелти сийне витмелле. «Элиста» ООО подрядчик тĕлĕшпе сроксене пăхăнманран претензи ĕçне пуçарнă. Ăна официаллă майпа хăй çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлама хушнă. Объекта пахалăхлă туса çитерсен кăна йышăнаççĕ. Материала пичете хатĕрленĕ май çырусемпе ответсен тексчĕсене кĕскетрĕмĕр.

Редакци.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6