Чăваш Енте çырла фестивалĕ анлă программăпа, ĕçлĕ хутшăнусемпе иртрĕ. Вăл пĕр площадкăра профессионал сад ăстисене, агротуризмпа кăсăкланакансене, çырла çиме юратакансене пухрĕ. Фестиваль республика çыннисемпе хăнисене кăна мар, федераци тата тĕнче шайĕнчи отрасль ăстисене те йыхравларĕ.
Мероприятие уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, фестиваль уяв кăна мар, пирĕн аталанăвăн çул-йĕрĕ пулса тăрать. Юлашки çулсенче çырла отраслĕ çирĕп утăмсемпе малалла пырать. Чăваш Республикинче çырла туса илсе сутлăха кăларасси ÿссе пырать. Çак ĕç çине патшалăх тимлĕх уйăрни витĕм кÿрет. Ку енĕпе ĕçлекенсем валли «Агростартап», «Перспектива» грантсен пулăшăвĕ вырăнлă.
Çырла ÿстерессипе республика шайĕнче Муркаш, Патăрьел, Шупашкар округĕсем пуçаруллă ĕçленине палăртаççĕ. 2020 çулта республикăри хуçалăхсенче 86 тонна çырла туса илнĕ, 2025 çулта – 1022 тонна. 2020 çулта çырла лаптăкĕ 140 га пулнă, 2025 çулта – 343 га. Тухăç туса илесси ÿссе пырать. 2020 çулта пĕр гектартан вăтамран 27,5 цтухăç илнĕ, 2025 çулта – 74,3 ц. Ремонтатлă сортсен лаптăкĕ те ÿссе пырать. 2021 çулта патшалăх пулăшăвĕ анлăланнă. Ку çырла ÿстерессипе республика шайĕнче грант пулăшăвне пама пуçланипе çыхăннă. 2019 – 2020 çулсенче çырла ÿстерме 3 фермер 5,5 млн тенкĕлĕх грант илнĕ. 2021 – 2025 çулсенче вара – 60 фермер 327,3 млн тенкĕлĕх. Иртнĕ çул грант программине хутшăннă фермерсем çырла лаптăкне 133 га çитернĕ, 713 тонна çырла туса илнĕ. Муркаш округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çултанпа 20 фермер çырла лартса ÿстерме 91 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Иртнĕ çул округра 73 га çинчен 1731 ц çырла туса илнĕ. Фестивальте «Моргаушская Ягода» ял хуçалăх производство кооперативĕн площадки патĕнче уяв хăни йышлă пулчĕ. Кооперативри çырла продукцийĕ Х5 компанин «Пятерочка», «Перекресток», «Чижик» тата ытти суту-илÿ сечĕсенче сутăнма тытăнчĕ. Ку, паллах, питех те пысăк çитĕнÿ. Кооператив иртнĕ çулла çырла продукцийĕпе компанин Атăл çи тата Тĕп федераци округĕсенчи центрĕсене тивĕçтерсе тăчĕ. Халĕ муркашсем çырла ÿстерессинче пултаруллине пур çĕрте те пĕлеççĕ. Кооперативăн малашлăхĕ пысăк, продукци лайăх сутăннине кура производство лаптăкне ÿстерме палăртнă, çавăн пекех продукцие тирпейлесе, сивĕтсе сутлăха кăларассипе те тĕллевсем пысăк. Продукци сентре çине сутлăха ятарлă цех витĕр тухать.
Сăн ÿкерчĕкре куракан Итакачкассинчи Валерий Егоров фермер çак кооператив тытăмĕнче ĕçлет. Аса илтеретпĕр, вăл – Мускавра Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ масштаблă проектăн – «МедиаПоле» наци премийĕн – финалисчĕ. Агроблогер агротуризмпа кăсăкланать. 2024 çулта Валера хăйĕн фермер хуçалăхне аталантарма «Перспектива» гранта 4 миллион тенкĕлĕх тивĕçрĕ. Унсăр пуçне «Моргаушская Ягода» кооператива аталану тÿпи хывма – 1 миллион тенкĕ. Продукци туса илмелли çырла сорчĕсем: ремонтатлă сорт, Азия, Априка, Мурана. Çавăн пекех алă тĕрлĕ сорт ытла калчалăх лартнă, классикăран пуçласа экзотика таранах. Вĕсен калчи Раççейĕпех саланать. Паха калча туянма эсир те васкăр.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
