Округри ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсемшĕн паян тĕп вырăнта – вырма ăнăçлă ирттересси тата кĕр акине хатĕрленесси. Çак вăхăтра агротехникăна пăхăнса ĕçлени, хире юсавлă техника кăларни, ĕç йĕркелĕвне пăхăнса пыни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Малалла пăхакансем кулленхи ĕçсене çак йĕркепе йĕркелесе пыраççĕ те.
Вырма ĕçĕсем епле пынипе тата вырăнсенче хăрушсăрлăх техникине пăхăннипе паллашма иртнĕ кунсенче эпир «Герой» ял хуçалăх производство кооперативне çитрĕмĕр. Тÿрех каламалла, эпир пынă кун хуçалăхăн тырă выракан икĕ «хир карапĕ» те кĕрхи тулă пуссинчеччĕ. Вĕсене Алексей Ивановпа (сăн ÿкерчĕкре) Илья Дмитриев тытса пыратчĕç. Механизаторсен тăрăшулăхĕпе «Акрос-585» тата «Акрос-530» комбайнсем уяр кунра ылтăтырă пуссинче çаврăм хыççăн çаврăм тăватчĕç. 20 çул ытла вырмана «хир карапĕн» штурвалĕ умĕнче ирттерекен Алексей Николаевич паян уяр кунăн кашни сехечĕ шутра пулнине палăртрĕ.
– Вырмара алă усса лармалли çук. Пĕр кун çывăрса юлсанах пулса çитнĕ çăкăр юхса кайма пултарать. Ку вăл – хуçалăх аталанăвĕн малашлăхĕ, вырмана хутшăнакансен ĕç кăтартăвĕ. Вырмана хатĕрленме кооператив ертÿçисем çителĕклĕ условисем туса панăран ĕç çине çанă тавăрсах хатĕрлентĕмĕр. Халĕ вара уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр, – кăмăллăн калаçрĕ «хир карапĕ» çинчен аннă комбайнер. Округра вырма вăй илсех пырать. Иртнĕ юнкуна пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кĕрхи культурăсене пурĕ 2269 гектар çинчен вырса илнĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 33,7 центнерпа танлашать.
Анатолий БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Август 2026 |
