Алла Салаева: «Эсир Çĕнтерĕве çывхартатăр»

Категория: Общество Опубликовано: 06.08.2026, 10:26 Просмотров: 35

Ытларикун Муркашри Культура çуртĕнче округри волонтерсене чысларĕç. Тĕл пулăва РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Наталья Николаева, «Пĕрле» фондăн ĕç тăвакан директорĕ Наталия Колыванова, Муркаш округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов, депутатсен округ Пухăвĕн ертÿçи Александр Давыдов тата ыттисем хутшăнчĕç.
– Эсир куллен ĕçре вăй хунă, çемьесемшĕн тăрăшнă хушăрах ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма та вăхăт тупатăр. Сирĕнтен кашниех хăй пултарнă таран çĕршыва вăйлăрах тăвать, Çĕнтерĕве çывхартать. Çакăншăн сире питĕ пысăк тав! – терĕ Алла Салаева волонтерсене тав туса. Депутат Патшалăх Думи СВОна хутшăнакансене пулăшма 183 федераллă саккун йышăннине палăртрĕ. Республикăра кун йышши 50 саккун йышăннине каларĕ. Округ пуçлăхĕ Александр Иванов, волонтерсене тав тунă май, çак юхăм Муркаш тăрăхĕнче епле вăй илнине аса илчĕ. 2022 çулхи кĕркунне Ярапайкасси тăрăхĕнче пурăнакансем салтаксене пулăшма япаласем пухма пуçланă. Вĕсем çак ĕçе чун ыйтнипе тытăннă, вĕсене никам та хушман. Тепĕр темиçе кунтан Муркашри хĕрарăмсем салтаксем валли толстовкăсемпе балаклавăсем çĕлеме тытăннă. Кашнин çинех тăван ене аса илтерме «Хамăр ял» тесе тĕрленĕ. Ярапайкассисем хыççăн апат-çимĕçпе япаласем пухма Çатракасси тăрăхĕнче пурăнакансем тытăннă, вĕсем хыççăн – ыттисем. 2023 çулта Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче пурăнакансем маскировка сеткисем çыхма пуçланă. Унтан ку ĕçе Çатракасси тата ытти тăрăхра пурăнакансем хутшăннă. Çапла майпа Ярапайкасси тăрăхĕнче çуралнă пуçару хастар çынсене «Моргаушцы –за Победу» волонтер ушкăнне пĕрлештернĕ. Ăна паян кунччен Наталия Ивановăпа Андрей Троицкий ертсе пыраççĕ. Паян округри 16 территори пайĕнче салтаксене пулăшакан 27 пункт ĕçлет, вĕсенче 374 волонтер тăрăшать. Округра пурăнакансем маскировка сеткисем çыхаççĕ (вĕсене 5 пин ытла фронта ăсатнă), çуртасем хатĕрлеççĕ, маскировка çипуçĕ çĕлеççĕ, нуски-алсиш çыхаççĕ, тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ... Фронта 150 ытла тĕрлĕ тавар ăсатнă: нускисенчен пуçласа РЭБ хатĕрĕсемпе автомобильсем таранах.

Фронта пулăшас ĕçе хĕрарăмсем пысăк тÿпе хывнине республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Наталья Николаева палăртрĕ.

– Çĕршывра волонтерсем питĕ йышлă. Эсир те вĕсен шутĕнче. Хастар ĕçшĕн сире пуç тайса тав тăватăп. Пĕрле эпир кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пултарăпăр, – терĕ вăл. Республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн округри уйрăмĕ ку енĕпе лайăх ĕçленине палăртрĕ.

– Эсир фронта пулăшса хăвăр ятăра историе çырса хуратăр, – терĕ Наталья Николаева волонтерсене тепĕр хут тав туса.

Регион ертÿçи Олег Николаев сĕннипе фронта пулăшма регион аталанăвĕн «Пĕрле» фондне йĕркеленĕ. Унăн ĕç тăвакан директорĕ Наталия Колыванова каланă тăрăх, фонд ку енĕпе пысăк ĕç туса пырать. Фронта пысăк технологиллĕ оборудовани 190 миллион ытла тенкĕлĕх ăсатнă. Республикăран салтаксем валли 32 пин маскировка сетки парса янă. Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов пурне те пĕрле пулма чĕнсе каларĕ:

– Пирĕн вăй – пĕрлĕхре. Эпир пĕрле пулнăран йывăрлăхсене çĕнтеретпĕр, малалла аталанатпăр, – терĕ вăл.

Волонтерсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас ĕçе чун хушнипе тăваççĕ. Тĕл пулăва уйрăмах хастаррисене чĕннĕ. Пирĕн хушăра çакăн пек пысăк чунлă çынсем йышлă пулни чăннипех савăнтарать.

Нина Петрова волонтер çапла каларĕ:

– Эпир – мирлĕ пурнăçшăн, пирĕн салтаксем киле чĕрĕ те сывă таврăнччăр тесе пĕтĕмпех тума хатĕр. Эпир паян пĕр çемьери пекех пурăнатпăр. Пĕрле чухне йывăрлăхсем, хамăр чирсем пирки манса каятпăр. Ăшă тĕл пулу пурне те хавхалантарчĕ. Волонтерсем пĕрин хыççăн тепри хăйсем çак ĕçе епле кÿлĕнни пирки каласа пама тытăнчĕç.

Çатракасси территори пайĕн ертÿçи Надежда Никитина пулăшупа салтаксем патне 7 хут кайса килнĕ. Валентина Петрова та фронта салтаксем патне нумай хут çитнĕ, каллех çула тухма хатĕрленет. Раиса Колесникова, Николай Никитин, Нина Маркова тата ытти волонтерсем хавхаланса хăйсем юлташĕсемпе пĕрле куллен тăвакан ĕçсем пирки каласа пачĕç. Тĕл пулу волонтерсене чысланипе вĕçленчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6