Вăхăт кĕр еннелле сулăннă май куç шăрçине сыхланă пек пăхса ÿстернĕ тыр-пулăна кĕске вăхăтра çухатусăр пухса кĕртессипе çĕр ĕçченĕ паян иртен пуçласа каçченех хирте, йĕтем айĕнче вăй хурать. Вырма – пуриншĕн те ответлă тапхăр. Анчах çак хĕрÿ ĕç çире пушарсем сехре хăпартни тата вĕсем çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхне самантрах пысăк сиен кÿме пултарни çинчен те вырмана хутшăнаканăн паян манас марччĕ. Çак асăрханулăх пирки пулĕ те пирĕн паянхи калаçу.
Яваплăх пирки манас марччĕ
Вырмара тухнă техника, тырă типĕтмелли агрегатсемпе типĕтсе янтăланă улăм, тырă склачĕсем çунса кĕлленнĕ тĕслĕхсем Раççейре тата Чăваш Республикинче çулленех вырăн тупаççĕ. Малашлăха пăхса тăрăшаканшăн çакă хăрушла ÿкерчĕк пулса тăрать. Кунашкалли пирĕн муниципа- литет округĕшĕн те ют мар. Хамăр енре юлашки çулсенче пулнă пушарсене тишкерсен, «хĕрлĕ автан» алхаснин сăлтавĕсем çулленех пĕр евĕр сыхланса юлни пирки калатăп. Вĕсем: вырмара уçă çулăмпа усă курнă чух асăрханулăха çухатни, ĕçе хутшăнакан техникăна пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе çителĕклĕ комплектламанни, вырăнсенче çиçĕм çапасран хÿтĕленменни, элктрооборудование юсавлă тытманни, тырă типĕтмелли агрегатсене температура датчикĕсемпе тивĕçтерменни (çак сăлтавпа республикăра çулленех тырă типĕтнĕ вăхăтра вуншар тонна тырă çунса кĕлете кĕреймест) тата ытти те. Çаксене курса-пĕлсе тăни çинчех ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата продукци тирпейлекен предприятисенче вырма вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăснине, патшалăх пушар надзорĕн округри уйрăмĕ каланине-асăрхаттарнине шута хуманнине куратпăр. Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук...
Туманн ине тумаллах
Пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен(фермер) хуçалăхĕсем кĕрхи культурăсен пуссисене тухрĕç. Ĕçсем кулллен вăй илсе пырĕç. Пушар хăрушлăхĕ хĕрÿ ĕç çирен катара тăтăр тесен çĕр ĕçченĕн ĕнер туса çитерейменнине паян пурнăçлама тăрăшмалла. Тырă вырма хутшăнакансене – пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсене, механизаторĕсемпе рядовой ĕçченĕсене – паян манăн çакăн пек сĕнÿсем парас килет:
1. Ĕçе тухмалли ял хуçалăх техникине тата тырă типĕтмелли комплекссене пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ĕçлеме хатĕрленĕ хыççăн вĕсене специалистсемпе ытти яваплă çынсенчен йĕркеленĕ комисси ятарлă актпа йышăннă хыççăн çеç ĕçе явăçтарма юрать.
2. Вырмана хутшăнакан ял хуçалăх техникине пушара хирĕç кĕрешмелли пирвайхи хатĕрсемпе нормăпа палăртнă чухлĕ комплектласси тĕп вырăнта пулмалла. Ку тĕллевпе кашни комбайн, машина-трактор, хирти е йĕтем çинчи агрегат çинче иккĕрен кая мар огнетушитель, кĕреçе, шăпăр пулмалла, ятарлă ешчĕкпе хăйăр, ĕç вырăнĕнче тимĕр шăнăçпа шыв çителĕклĕ тытмалла. «Хир карапĕсене» пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе нормативпа килĕшÿллĕн комплектламанни ĕç çинче хуçалăхсемшĕн уйрăмах хакла ларма пултарасси пирки специалистсен самантлăха та манмалла мар.
3. Вырма тапхăрĕ тырăпа пĕрлех типĕ улăмпа та пуян. Хуçалăхсенче ăна вăхăтра пуçтарса кĕртме техника йышлă хутшăнать. Çавăнпа та специалистсен ку ĕçе двигательсен глушителĕсем çине хĕм сÿнтерекен устройствăсем вырнаçтарман техникăна кăларасран асăрханмалла.
4. Тырă-пулă пухса кĕртес ĕçе хутшăнакансемпе тăтăшах пушар хăрушсăрлăх правилисемпе инструктажсем ирттермелле, вĕсене «хĕрлĕ автанпа» пуçламăш самантра тĕрĕс кĕрешме вĕрентмелле.
5. Хиртен, улăх-çарантан пуçтарăнса кĕлете кĕнĕ тырă-пулă, утă-улăм упранакан вырăнсенче, складсемпе ампарсенче хурал тăратассине тата ку вырăнсенче ялан сыхă пулассине йĕркелемелле.
6. Çĕнĕ тырă упранакан тата ăна тасатса-аласа типĕтекен вырăнсенче усă куракан электричествăпа ĕçлекен техника хатĕрĕсене вĕсемпе ĕçлеме çирĕплетнĕ çынсен тĕрĕслесех тăмалла. Ĕçленĕ чух хăрушсăрлăх йĕркисене, пушар хăрушсăрлăх правилисене, ĕç технологине çирĕп пăхăнса пымалла.
7. Вырма вăхăтĕнче йĕтемсем çинче хуралçăсем тытасси пирки те манмалла мар. Кунта ĕçлекенсем валли пирус туртмалли ятарлă вырăн, алă айĕнчех хăйăрпа шыв, огнетушитель, шăпăрпа кĕреçе пулмалла. Йĕтемсем çинчен калаçнă май тепĕр çивĕч ыйту вăл – çиçĕм çапасран сыхланмалли устройствăсем çине çителĕксĕр тимлĕх уйăрни. Пурнăçра вара ку сăлтавпа пушарсем тухни час-часах пулма пуçларĕ. Йĕтем çине илсе пынă тырăна вăхăтра типĕтсе ĕлкĕрейменнипе вăл хĕрсе каять, çакă çиçĕм çапас хăрушлăха ÿстерет. Çавăнпа та унран сыхланмалли устройствăсене çук çĕрте кая юлмасăр паянах лартмалла, юсавсăррисене юсамалла.
8. Вырмари тепĕр ответлă ĕç вăл – улăм пуçтарса тирпейлесси. Кунта та пушар хăрушсăрлăх правилисене тĕп вырăнта тытмасан инкек алăк умнех пырса тăрать. Унтан пăрăнас тесен типĕ улăм патĕнче пирус туртассинчен асăрханмалла, улăма пĕр çĕре упрама хумалла мар, вĕсене электропередач линийĕсенчен 15 метртан, çулсем хĕрринчен 20 метртан, çурт-йĕр таврашĕнчен 50 метртан инçерех вырнаçтарма тăрăшмалла.
Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ĕçлени малашлăха шанса акса-ÿстернĕ тырă-пулăна тата утă-улăма çухатусемсĕр пухса кĕртме, хĕле тĕплĕ хатĕрлеме май парĕ. Çакна та каласа хăваратăп, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе шăрăх çу кунĕсенче типĕ курăка, çÿп-çапа çунтарма чарнă. Ку йĕркене пăсакансен саккунлă явап тытма тивĕ.
Иван ИВАНОВ, патшалăх пушар надзорĕн Муркаш муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн аслă инспекторĕ.
Август 2026 |
