КИРЛĔ. Пысăк мар хăярсем, чĕрĕ е типĕтнĕ укроп, ыхра, чие тата хура хурлăхан çулçисем, хĕрен çулçи, хутаçлă пăрăç, 1 литр шыв çине 70 грамм шултра тăвар. Татса суйланă хăярсене сивĕ шывра лайăх çумалла. Вĕçĕсене кăшт касса иртме юрать. Хăярсене мискăна хуратпăр та сивĕ шыв хушса 2 – 3 сехетлĕхе хăваратпăр. Енчен те хăярсене йăран çинчен тин кăна татса кĕнĕ пулсан, вĕсене çуса тасатнă хыççăн тÿрех тăварлама та юрать. Кирек епле банкăна та тĕплĕн çуса тасатмалла. Тĕпне хĕрен, хатĕрленĕ ешĕл курăк, ыхра тата хутаçлă пĕр пăрăç хуратпăр. Кăмăлăр пулсан çаврака пăрăçпа лавр çулçи те хума пултаратăр. Хăярсене банкăна вертикаллĕ майпа пĕр е икĕ сий лартатпăр. Кашни сий çине çиелтен ешĕл курăк хуратпăр. Тăвара сивĕ шывра ирĕлтеретпĕр. Шыва банка хĕрри таран тултаратпăр. Алшăллипе е 2 – 3 сийрен тунă марльăпа витетпĕр. Хăярсене пÿлĕм температуринче 1 – 2 кунлăх хăваратпăр. Иккĕмĕш кунне кăшт тăварланнă хăяра тутанса пăхăр – енчен те тути килĕшет пулсан, банкăна холодильника лартăр. Енчен те пулса çитеймен тесе шутлатăр пулсан, ăшăра тытăр. Хатĕр хăярсене холодильникра упрамалла, ăшăра вĕсем тăварланса çеç пыраççĕ.
Екатерина МАТВЕЕВА, кил хуçи арăмĕ.
Август 2026 |
