Хорнуйсем пинмĕш сетка çыхрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 06.08.2026, 10:55 Просмотров: 32

«Пирĕн коллектив пинмĕш сетка çыхрĕ. Сахал мар çакă. Салтаксен пурнăçне сыхласа хăварассишĕн тăрăшатпăр. Килĕсене чĕрĕ-сывă таврăнччăр тетпĕр. Çыхмалли материал пур чухне кашни кунах ĕçе килнĕ пекех килетпĕр. Кунне 14 – 18 çын пухăнать, тепĕр чухне, паллах, килте ĕçлемелле е унта-кунта каймалла та пулать. Хорнуй территори пайĕн администрацийĕ вырнаçнă çурта пухăнатпăр. Материал пур чухне вара пирĕнте ĕç чарăнса тăмасть, вăхăта сая ямасăр туслăн ĕçлетпĕр. Кăнтăр апачĕ валли çимĕç хатĕрлесе килме те ÿркенмеççĕ пирĕн çынсем. Пирĕн патри çынсем çапла ĕçлесе пыраççĕ, вĕсем хастар пулнишĕн савăнатăп», – терĕ Ольга Синичкина.

Хорнуйсем хÿтĕлев сеткине çыхма 2023 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче пуçларĕç. Унтанпа вăхăчĕ самай иртрĕ, ăсталăхĕ те самай ÿсрĕ вĕсен, фронт валли хатĕрленĕ сетка хисепĕ те пĕр пине çитрĕ. Халĕ 3 метр сарлакăш, 6 метр тăршшĕ сетка çыхаççĕ, унччен пĕчĕкрех калăпăшлине çыхнă. Материал тĕсне вара вĕсем çут çанталăк тапхăрне кура улăштарса пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен кунта «кĕмĕл волонтерсем» ĕçлеççĕ. Кашни çын пĕр тĕллевпе тимлет, фронтри салтаксене пулăшма тăрăшать. Ытларахăшĕ пенси çине тухнă çынсем, май пуррипе çамрăксем те хутшăнаççĕ. Ĕçĕ вара пурин валли те çитет: сетка çыхмалли материала касаççĕ, вĕсене майлаштарса хураççĕ, çыхма меллĕ пултăр тесе кĕске хăюсенчен пĕчĕк çаврăмсем тăваççĕ, схема тăрăх пăхса пырса сетка çыхаççĕ. Хорнуй территорийĕнчи лавккасем вырăнти çынсенчен укçа пухса пулăшаççĕ, салтаксем валли тĕрлĕ япала пухма ятарласа ешчĕксем лартнă. Тыл пулăшăвĕ фронт валли питĕ кирлине кунти çынсем лайăх ăнланаççĕ. «Хамăр тăрăхри ялсенчи çынсене укçа пухса пулăшнăшăн хамăр ушкăн ячĕпе тав тăватăп, тĕрлĕ япала парса та, апат-çимĕç енĕпе те пулăшаççĕ», – терĕ Ольга Синичкина.

Унсăр пуçне вĕсем пахча çимĕç тата ытти япала пухса фронта ăсатнин шучĕ те çук пулĕ. Питĕ пысăк пулăшу кÿреççĕ Хорнуй территори пайĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6