Муркашсем – иккĕмĕш вырăнта

Категория: Общество Опубликовано: 06.08.2026, 13:20 Просмотров: 38

Çулсем иртнине пăхмасăрах спортпа туслă пулнисем çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Красноармейскинчи спортпа уяв уçланкинче, хăй вăхăтĕнче пирĕн çарсен Германири ушкăнĕнче службăра тăнисен республикăри 6-мĕш туслăх спартакиади иртрĕ. Спорт ăмăртăвне муниципалитет округĕсемпе хуласенчен 9 команда килсе çитрĕ. Çав йышра муркашсем те пулчĕç.

Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурассипе йĕркеленĕ ăмăртăва пĕтĕмпе 70 çын ытла хутшăнчĕ, кашниех хăйне тивĕçлĕ кăтартма тăрăшрĕ. Ветерансен кăкăрĕсем çинчи медальсем вĕсем яш чухнехи вăхăта мирлĕ пурнăç хуралĕн чи малти ретĕнче ирттернине çирĕплетеççĕ. Кашниех приказа туллин пурнăçланă. Вĕсен паянхи активлăхĕ халĕ шкулта вĕренекенсемшĕн, паян çар ретне тăракансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕл пулу программине Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ачасене музыкăпа хореографи предмечĕсене вĕрентекен Елена Иванова ертсе пычĕ.

– Ку тĕл пулу республикăри ветерансен ырă йăли-йĕркине малалла тăсни пулать. Эсир çулсем иртнине пăхмасăр çар службине манманни, спортран сивĕнменни паянхи çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине кашниех ăнланатпăр. Ку ырă енĕн çулĕ вăрăм пуласса та шанатпăр, – терĕ вăл ăмăртăва килсе çитнисемпе паллаштарнă май. Спартакиадăна совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра тăнă ветерансен Чăваш Республикинчи канашĕн председателĕ Андрей Кудряшов, Красноармейски муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов ертсе пычĕç. Вĕсемпе пĕрлех спорт уявĕнче совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче тĕрлĕ çулта çĕршыв интересне хÿтĕленĕ ветерансен республикăри пĕрлешĕвĕн хисеплĕ председательне Михаил Семенова, совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра тăнă ветерансен республикăри штаб пуçлăхне Надежда Яловенкăна тата совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра тăнисен Красноармейски округĕнчи ветерансен ертÿçине Владимир Соколова курма май пулчĕ.

– Эсир тытса пыракан туслă йăла-йĕрке – сирĕншĕн те, пирĕншĕн те паха. Çулсем иртнине пăхмасăр эпир пĕрле пулни çамрăк ăрушăн паянхи ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче уйрăмах кирлĕ. Пĕтĕм тĕнче паян пĕр япаларан хăрать – эпир пĕрле пулнинчен, эпир кар тăрса хамăр салтаксене пулăшнинчен. Пĕрлехи ĕçпе кăна эпир салтаксене ытларах хавхалантарма пултаратпăр, пĕрле çĕнтерĕве çывхартайратпăр, – терĕ Павел Юрьевич Николай Угаслов меценат пулса Красноармейски округĕнче 5 чиркÿ хăпартнине ырăпа палăртса.

– Чăваш Республикин Пуçлăхĕ каланă пек, пĕрлĕхре – вăй! Туслăхра вара – пирĕн пуласлăх тата ырă малашлăх, – палăртрĕ Николай Угаслов спортпа туслă ветерансене ăнăçу сунса саламланă май. Спартакиадăн тĕп судйи Сергей Малинин ăмăрту йĕркипе паллаштарнă хыççăн ветерансем старта тухрĕç. Ăмăртăвăн кашни тĕсĕ хĕрÿ те интереслĕ иртрĕ. Ветерансем çăмăл атлетикăра, АК-74 автомата сÿтсе пуçтарассипе, пневматика винтовкинчен тĕл перессипе, волейболла выляссипе, вĕрен туртассипе, дартс перессипе ăмăртрĕç. Пĕтĕмлетÿ: командăсем хушшинче Красноармейскисене выляса ярса муркашсем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Муркашсен командине кашни ветеран уйрăм хастарлăх кăтартнипе ырă енчен палăртрĕç. Пирĕн командăшăн совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче тĕрлĕ çулта службăра тăнă (сулахайран сылтăмалла) Михаил Воронин, Олег Усанов, Владимир Михайлов, Иван Воробьев, Аркадий Ванюшкин вăй виçрĕç. Тавах ĕнерхи салтаксене ăмăртăва туслă та чыслă хутшăннишĕн!

Николай СМИРНОВ. Атăльял.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6