Çатракассисем çулсеренех пуçарулăхпа палăраççĕ, «Ниме – Халăх бюджечĕ» программăпа пысăк ĕçсем тăваççĕ. Акă иртнĕ çул тĕпрен тунă ял клубĕ кăна мĕне тăрать. «Тăван тăрăхра лайăх пурăнас тесен хамăрăн ытларах тăрăшмалла. Аякран килсе туса парасса кĕтсе лармалла мар. Пуçарулăхĕ хамăртан тухать, пысăк пайне республика тата вырăнти бюджетран кĕтетпĕр, пĕр пайĕ – вырăнти çынсенчен. Çапла пĕрле пысăк ĕçсем туса пыратпăр», – терĕ вырăнти пуçлăх Надежда Никитина.
Çатракасси территори пайĕнче кăçал асăннă программăпа пилĕк проект пурнăçланать. Тăватă объектра ĕç вĕçленнĕ. Вырăнти çынсем кунпа кăна çырлахмаççĕ-ха. Çатракассисене çитес çул урăх ĕçсем кĕтеççĕ. Кашмаш ялĕнчи Яриков, Львов, Токарев урамĕсенче пурăнакансем шыв башни юсама палăртаççĕ. Çатракассинчи Çĕнтерÿ урамĕнчи çынсен те çавăн пек ĕç, ĕçмелли шыв пахалăхне лайăхлатасшăн. Унсăр пуçне 1,5 километр тăршшĕ шыв пăрăхне юсама плана кĕртнĕ. Çĕньял Хуракасси ялĕнчи çынсем те вырăнти шыв пăрăхне çĕнетесшĕн. Выççăлккă Хуракассинче вара ача-пăчана выляма площадка тăвасшăн. Çатракасси территори пайĕнче иртнĕ çул пуçарулăх бюджечĕн программипе 2 проект пурнăçланă, Çатракассинче клуб тунă, Çĕньял Очăкассинче пĕве тасатнă.
– Пирĕн тăрăхри çынсен проекчĕсене конкурс комиссийĕ йышăнасса шанатпăр. Проектсем тĕлĕшпе ялсенче пухусем ирттернĕ, ĕçсене сÿтсе явнă. Çак программăна йышăнни питĕ лайăх тесе шухăшлатпăр. Вырăнти халăх ячĕпе республика ертÿлĕхне тав тăватăп, – терĕ Надежда Геннадьевна.
Роза ИЛЛАРИОНОВА
Август 2026 |
