«Спорт – манăн пурнăç»

Категория: Общество Опубликовано: 06.08.2026, 10:33 Просмотров: 31

Сăн ÿкерчĕкре аслă категориллĕ вĕрентекене – Эдуард Савельева куратăр. Вăл И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă та Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче ачасене физкультура вĕрентме, спортпа туслаштарма тытăннă. Çак ĕçре вăл 20 çул ытла тăрăшать. Эдуард Александрович – çавăн пекех «Сывлăх» спорт шкулĕн тренерĕ те.

Вăл спорт патне мĕн ачаранах тĕлленнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне физкультура урокĕпе кăна çырлахман. Пушă вăхăтра хăйĕн кĕлеткине пиçĕхтернĕ: çуран чупнă, йĕлтĕр çине тăнă, кĕрешÿ мелĕсене вĕреннĕ тата ытти те. Хăйĕнче вăл çирĕп никĕс хывнă. Çак ĕçсен результачĕ куç умĕнче. Эдуард Александрович – Ушу-Саньда енĕпе Чăваш Ен чемпионĕ, кикбоксинг енĕпе республика призерĕ. Ытти çитĕнÿ те сахал мар унăн. Учитель ачасенче те яланах çирĕп никĕс хывма тăрăшнă. Ку енĕпе хастар ачасемпе уйрăмах нумай ĕçленĕ. Унăн вĕренекенĕсен кăтартăвĕсем те пысăк. Максим Огадеров Мускав хулинче иртнĕ алă вăйĕпе çапăçассин пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Кĕрешÿ çарпа патриот командисем хушшинче пулнă. Кирилл Храмов тата Павел Сапожников Тутарстанра иртнĕ алă вăйĕпе çар мелĕпе çапăçассипе чемпионсем пулса тăнă. Спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене хÿтĕленĕ. Халĕ вĕсем ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Сергей Николаев та пысăк çитĕнÿ тунă. Вăл Шупашкарта Ушу-Саньда енĕпе иртнĕ Атăл çи ăмăртăвĕнче чемпион пулса тăнă. Çакăн пек спортсменсен ячĕсене татах асăнма пулать, 20 ытла вĕсем хастар тренерăн. Ĕненĕр те, спортсменăн килте пулма вăхăт çуках. Вăл тăтăшах тренировкăра тата ăмăртусенче. Унăн мăшăрĕ Люба çакна йăлтах ăнланать. Вăл вара «Мечта» ача садĕнче аслă воспитательте ĕçлет, унти шăпăрлансене хăй ачине юратнă пек юратать. Савельевсен ывăлĕ Давид 4 класра. Ашшĕ пекех спорта юратма вĕренет, футболла вылять.

– Хальхи вăхăтра эпĕ шкулти уроксăр пуçне округри шкул ачисен волейбол командин призерĕсемпе ĕçлетĕп, ку – хĕрсен команди. 2016 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех арçын ачасемпе Раççей футбол пĕрлĕхĕн «Футбол в школе» проекчĕ шайĕнче тренировкăсем ирттеретĕп. Эпĕ футболла выляма юрататăп, йĕлтĕр спортне, ишессине килĕштеретĕп. Çемье валли те вăхăт тупма тăрăшатăп. Май пур таран пĕрле курса çÿреме тухатпăр, – тет Эдуард Александрович.

Обществăлла ĕçсене те шанаççĕ ăна. Вăл – округри ветерансемпе пенсионересен спартакиадин судйи. Округри ОБЖ тата ФК учителĕсене пĕрремĕш категорие аттестацилет. Ĕçне кура – хисепĕ. Эдуард Савельева Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотипе тата Чăваш Республикин Спорт министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

«Мана награда мар, ачасен çитĕнĕвĕ савăнтарать. Паллах, кашни ача спортсмен пулма пултараймасть. Çапах та спорта пурин те юратмалла, кĕлеткене мĕн ачаран çирĕплетмелле. Харпăр хăй валли спортăн вăл е ку тĕсне суйламалла. Эпĕ пурнăçра хамăн вырăна тупрăм тесе шухăшлатăп. Спорт – манăн пурнăç, çемье – манăн тĕрек, урăхла пулма та пултараймасть. Хамăн тĕллев патне эпĕ мĕн ачаран пынă», – терĕ вăл.

Роза МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6