Календарь çурла уйăхне уçса пăхнине кура çĕр ĕçченĕ паян хăй умĕнчи яваплăха туйса тăрать. Çапла вара муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вырма кунсерен вăй илет. Çакна ăнланса эпир çĕр ĕçченĕ патне черетлĕ тĕрĕслеве тухрăмăр. Тÿрех каламалла, çанталăк илемлĕ тăнине кура вырăнсенче çывăрса ларакан çук – кашниех вырмана пахалăхлă та çухатусемсĕр ирттерме тăрăшать. Ĕç çине хуçаллăрах пăхакансен «хир карапĕсем» вара пĕрремĕш кун мар кĕрхи культурăсен пуссинче вăй хураççĕ. Кăна ырламалла çеç.
Уяр кунсен кашни сехечĕпе туллин усă курса округри комбайнерсем хăйсен умне лартнă тĕллевĕсене туллин пурнăçлама хатĕрленеççĕ. Иртнĕ кунсенче Андрей Пихтеров ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те «хир карапĕсене» вырмана кăларчĕç. Ĕçе тĕплĕ хатĕрленĕ «Полесье-812» тата «Акрос-580» комбайнсем (вĕсене Александр Морозовпа Владимир Блинов механизаторсем тытса пыраççĕ) иртнĕ кунсенче 50 гектара яхăн кĕрхи тулăна вырса та кĕртрĕç.
– Уяр кунсенче алă усса лармасан пулса çитнĕ тырăна çухатусемсĕр пухса кĕртме шанăç пур. Ăна валли пирĕн ĕç условийĕсем те хатĕр, – хирти тухăçа кĕлете кĕртсен тин шутлама кирлине пĕлтерсе калаçать Андрей Пихтеров патшалăх техника надзорĕн округри пуçлăхĕпе Сергей Николаевпа (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре). Вырма халĕ округăн тĕрлĕ кĕтесĕнче кунсерен вăй илсе пырать. Çакна эпĕ «Оринино» пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн трактор-машина паркĕнче те курса ĕнентĕм. Кооперативра паян уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи икĕ «хир карапне» тытса вырма ĕçне кÿлĕннĕ. «Акрос-530» комбайнпа Александр Соловьев механизатор (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) тăрăшать пулсан, «Вектор-410» кормбайнпа вырмара пуян ĕç опычĕ пухнă механизаторсем тăрăшаççĕ. Вĕсем – комбайн хуçипе Юрий Шадринпа унăн пулăшаканĕ Валерий Шадрин (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла). Палăртса хăвармалла, асăннă механизаторсем вырмана комбайн штурвалĕ умĕнче нумай çул хутшăнаççĕ. Хăйсен ĕçне лайăх пĕлнипе ыттисемшĕн яланах тĕслĕх пулса тăраççĕ.
– Хамăр вырмана хутшăнассине эпир маларахах пĕлсе тăратпăр, техникăна хатĕрлеме пуçлатпăр. Çавăнпа «Вектор-410» комбайна ĕçе хатĕрлессине те кая хăвармарăмăр. Хамăр тăрăшнине кура техника та пире ура хумасса шанатпăр, – кăмăллăн калаçаççĕ хăйсен «хир карапĕпе» малтанхи гектарсем çинче тырă вырма ĕлкĕрнĕ Юрий Андреевичпа Валерий Валерьевич. Хастар механизаторсем уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курас ĕмĕтлĕ пулни вырма планĕсем ăнăçлă пурнăçланасси пирки калаççĕ. Ку ырă пулăм куç шăрçине упранă пек пăхса ÿстернĕ тырă-пулăна хирте хăварас çуккине çирĕплетет. Тулли пучахсемпе кашласа ларакан хирсене тухсан паян пур çĕрте те тĕп вырăнта пĕрлехи яваплăх хуçаланни çĕр ĕçченĕ ыранхи кунпа пурăннине çирĕплетет. Тырă вырма тухнипе пĕрлех кашни хуçалăхрах тырăна типĕтсе ампара хурасси тата уй-хире улăмран тасатасси те иккĕмĕш вырăнта пулманни пирки каларĕç. Кунпа пĕрлех кĕрхи культурăсене технологипе килĕшÿллĕн ытлă-çитлĕ акса хăварасси те – паян çĕр ĕçченĕшĕн умра тăракан яваплă ĕçсен шутĕнче.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
