Пирĕн кулленхи пурнăçа строительсемсĕр ăнланма çуках. Округ территорийĕнче строительство ĕçĕ япăх мар пырать. Юлашки вăхăтра тĕпрен тунă пысăк объектсем хута кайрĕç: Муркашри поликлиника, Москакассинчи ача сачĕ, ял клубĕсем. Капиталлă юсавсем те калăпăшлă пыраççĕ.
«Ситистрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн округри ĕçĕ пирки эпир илтме ĕлкĕртĕмĕр ĕнтĕ. Çак организаци Очăкасси ял клубне, Ярапайкасси шкулне, фельдшерпа акушер пункчĕсене, Турайĕнчи Культура çуртне тĕпрен юсарĕ. Организацин тĕп инженерĕ Сергей Симаков каланă тăрăх, организаци пирĕн округра вуннăмĕш объектра юсав ирттерет. Халĕ вĕсем Çатракасси шкулĕнче тата Йÿçкасси шкулĕнче ĕçлеççĕ, виççĕмĕш объект — Шупашкар округĕнче. «Капиталлă юсавпа эпир ултă çула яхăн ĕçлетпĕр. Унччен эпир заправка станцийĕсем тунă», — терĕ «Ситистрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн тĕп инженерĕ Сергей Симаков ĕçсемпе паллаштарса. Эпĕ Çатракасси шкулне çитсе куртăм. Шкул директорĕ Виталий Прокопьев та унтахчĕ. Сергей Симаков ĕçе çак уйăх вĕçленнĕ тĕле пĕтерме шантарать. Çавна май шкул директорĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çĕнелнĕ объектра пуçланасса кĕтет. «Объектра мĕнле ĕçсем пынине кура маларах 25-рен пуçласа 40 çын таран ĕçлерĕ. Халĕ ĕç вĕçленсе пынăран сахаллантăмăр. Пÿлĕмсем хушшин-алăксене лартатпăр, линолеум сарса пĕтермелле. Сантехника, канализаци, электротехника хатĕр. Стена тĕсĕсене çутă тума тăрăшрăмăр, ачасене илĕртÿллĕ пултăр терĕмĕр. Çак вăхăт тĕлне объект 86 процент хатĕр», – терĕ строитель.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнелнĕ çуртра тĕл пулăпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: «Ситистрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн тăрăшуллă коллективĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
